Çут çанталăка сыхласси – экологи хăрушсăрлăхне ÿстересси, ешĕл зонăсен территорийĕсене анлăлатасси хальхи вăхăтшăн питех те кирлĕ. Ку енĕпе тăтăшах çивĕч калаçма тивет. Тирпей-илем ыйтăвĕ çуллахи вăхăтшăн пушшех пĕлтерĕшлĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пай начальникĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çирĕп йĕркене хăнăхтарнă. Вĕсем çăва тухсанах кашни çул ушкăнпа вырăнсене тухса тирпей-илем ыйтăвĕпе кăсăкланаççĕ. Çу уйăхĕсем вĕçлениччен çитсе курман ял хăвармаççĕ, çапла майпа кирлине нумай ăса хываççĕ, ыттисен ырă тĕслĕхĕсене курса тĕрлĕ лару-тăрура ĕçе епле йĕркелесе пыма пулнине те вĕренеççĕ.
Комиссипе тĕрĕслеве тухнин те усси пур. Тĕслĕхрен, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи ялсене тунтикун ушкăнпа пырса çитиччен кунта темиçе кун маларах ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Валерий Петровпа районти эколог Алексей Борисов çитсе курнă. Халăхпа тĕл пулсан хăш-пĕр çитменлĕхсене пĕтересси пирки асăрхаттарса каланине Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче пурăнакансенчен ытларахăшĕ тивĕçлипе йышăннине хамăр та курса ĕнентĕмĕр. Кил хуçисем хăйсен çурчĕсен çывăхне купала-купала хунă строительство материалĕсемпе ытти ăпăр-тапăра çын куçĕ курмалла мар вырăна тирпейлесе пуçтарнă, е тата: пĕри тепĕрне курса территорирен тухса саккунсăр майпа ытлашши çавăрса тытнă пахча-хÿмесене те сÿтсе пуçтарнă. Каланипе каламанни, çирĕп ыйтнипе ыйтманни пĕр мар.
– Пĕр ытлашши пĕчĕк япалана анчах вырăнтан куçар – урам хăйпе хăй илемленсе, уçăлса каять, – тет район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин. Питех те тĕрĕс палăртать вăл.
Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчи ялсене – Таяпа Энтрипе Кĕçĕн Таяпана, Каркаларпа Петровка, Çĕнĕ Тÿскелпе Кĕçĕн Патреккел таранах Елчĕкренех тип-тикĕс асфальтлă çул илсе çитерет. Ял хушшинче те пылчăк çăрăлмасть — нумай урама иртнĕ çулсенчех вак чул сарса хытарнă. Çак кирлĕ ĕçсене патшалăх программине хутшăннипе уйăрса панă тата халăх хăй ирĕкĕпе пухнă укçа-тенкĕпе усă курса пурнăçланă. Таяпа Энтри ялĕнче кăçал та лавккана каякан урама 400 метр инçĕшне çити çул сарма пултарнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров шучĕпе, патшалăх программипе килĕшÿллĕн малашлăхра тума палăртакан ФАП çурчĕ те çывăхра пулсан аван. Мĕншĕн тесен кунта вырăнĕ ирĕклĕ, меллĕ те.
Кĕçĕн Таяпана каякан çул хĕрринчи ĕлĕкхи пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн пурлăхĕ шутланнă, халĕ Валерий Щипцовпа Юрий Тетмуков фермерсем усă куракан территори тĕлне çитсен район администрацийĕн пуçлăхĕ автобуса чарма ыйтрĕ. Аякранах пуçтарусăр, илемсĕр курăнса ларакан çак вырăнти кирлĕ мар юпа-хÿмесенчен хăтăлма кирли çинчен асăрхаттарса каланине тивĕçлипе йышăнмалла.
Кĕçĕн Таяпара çĕнĕ масар йĕри-тавра тутăхман, пахалăхлă пăралукран çыхнă сетка тытса çавăрнă. Кивĕ масара хирĕçех уйăрнă лаптăк пĕчĕкех мар — урлă-тăршшĕ – 700 метр. Унта кĕмелли тимĕрпе эрешлесе тунă пысăк та çÿллĕ хапхана Владимир Дубинов предприниматель туянса панă. Çакăн пирки унран никам та хистесе ыйтман, хăй ирĕкĕпе 80 пин тенкĕ хаклăш тăракан хапхана ырă кăмăллă çын вырăна илсе çитерсе, вырнаçтарсах панă. Пĕрин пуçарулăхĕ тепĕр çыннăн чун-чĕринче хавхалану туйăмне çуратать. Владимир Измайлов та хăй вăйĕнчен Вăтам тата Комсомольски урамĕсене çул сарса панă. 500 метр инçĕшне тăсăлакан çак çулпа халĕ кирек хăш çанталăк условийĕнче çуран, автомашинăпа та çăмăллăнах иртсе çÿреме пулать. Апла пулин те кашни çурта хирĕç тенĕ пекех шăкăринех ларса тухнă пураран тунă тахçанхи кĕлетсем, кивелсе, чалăшсах ларнă ытти хÿме-карта урам сăн-сăпатне пĕтереççĕ. Курса çÿренĕ хыççăн Кĕçĕн Таяпа пирки пĕтĕмĕшле хаклас пулсан, кивĕ кĕлетпе «пуян» ял теме те пулĕ.
«Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн пĕр уйăха яхăн каялла пысăк юсав ĕçĕсене пуçарса янă культура çуртĕнче те пулса куртăмăр. Кунта ĕç хĕрсе пымаллах, урăхла май та çук. Мĕншĕн тесен август уйăхĕн 7-мĕшĕнче юсав ĕçĕсене тĕплĕ пурнăçланă хыççăн Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн никĕсĕ çинче пысăк ушкăн хутшăнма тивĕçлĕ район шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерме палăртнă.
Каркаларпа Петровка, Çĕнĕ Тÿскелпе Кĕçĕн Патреккел ялĕсенчи пек ытармалла мар тăван тавралăх илемне тата ăçта курма пулĕ? Ĕçлĕ ушкăн çак тăрăхра çитĕнекен ял хуçалăх культурисен лаптăкĕсене те хакларĕ.
Районти ветеринари станцийĕн тĕп тухтăрĕ Ирина Николаева районта тупса палăртнă кайăк-кĕшĕк грипне чарса лартас тĕллевпе ялсенчен таврăнма пĕлмесĕр тенĕ пек ăнлантару ĕçĕсене ирттерме хутшăнаканскер, хальхинче те хур-кăвакалсен хуçисемпе тĕл пулса калаçрĕ. Çынна та ерме пултаракан каварлă чирĕн паллисем çинчен каласа кăтартрĕ, асăрхануллă пулма ыйтрĕ, хушма хуçалăхри чăх-чĕпе, хур-кăвакала карантин тапхăрĕнче тата ун хыççăн та хупса усрамалли йĕрке çирĕплетни пирки тепĕр хутчен каласа ăнлантарчĕ. Апла пулин те ялсенче ирĕкре çÿрекен хур-кăвакал ушкăнĕсене чылай куртăмăр. Асра тытар: килти кайăк-кĕшĕке ирĕкре çÿрекеннисемпе хутшăнтармалла мар, вĕсене пĕве-кÿлĕре шыв ĕçтерме юрамасть, сеткăпа картланă, тăрăллă хуралтăсенче тытмалла.
Светлана АРХИПОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Кĕçĕн Таяпари çĕнĕ масар çинчи эрешлĕ хапха.