Совет Союзĕн геройĕ А.Ф.Беляев çуралнăранпа — 110 çул
Икĕ хутчен Ленин орденне, Хĕрлĕ Ялав, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, «Сталинграда хỹтеленĕшĕн» медале тивĕçнĕ, Елчĕк районĕн пĕрремĕш полковникĕ — Совет Союзĕн Геройĕ Александр Беляев Елчĕкре çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ — Филипп Григорьевичпа Дарья Игнатьевна ура çинче çирĕп тăракан çынсем пулнă. Самана улшăнсан, вĕсене кулак йышне кĕртсен, Беляевсем мĕн пур пурлăхне хăварса Удмурт тăрăхĕнчи Кизнер поселокне тухса кайнă.
Александр 1908 çулта кун çути курнă. 1920 çулта ялти шкултан вĕренсе тухсан маларах Чĕмпĕр хулинчи чăваш педагогика институчĕн хатĕрленỹ ушкăнĕнче пĕлỹ илнĕ, 1924 çулта асăннă институтăн студенчĕ пулса тăнă (çак çулах институт чăваш педагогика техникумĕ ятпа улшăнать). Техникумра вĕреннĕ вăхăтра пĕр ушкăнра ăс пухнă, каярах чăваш халăхĕн паллă поэчĕ пулса тăнă Митта Ваçлейĕпе туслашса кайнă ентешĕмĕр. Яваплăха çирĕп туякан çамрăк пулнипе палăрса тăнă А.Беляев, техникумри комсомол комитечĕн активлă членĕ пулнă, вĕренỹри хастарлăхшăн хушма стипендине тивĕçнĕ. Каникул вăхăтĕнче Елчĕк вулăсĕн комсомол комитечĕпе те тачă çыхăнура пулнă вăл, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пурнăçланă. Техникумран вĕренсе тухсан çамрăк педагог Кемĕр облаçĕнчи Белово районĕнчи Оселки ялĕнче кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. 1929 çулта Александр Халхин-Гол районне тапăнса кĕнĕ яппунсене хирĕç çапăçас тĕллевпе Хĕрлĕ Çар ретне тăрать, анчах та тăшмана кĕске вăхтра çапса аркатнине пула çапăçусене хутшăнма ĕлкĕреймест.
1930 çулта Александр Филиппович пĕр çул вĕренмелли полк шкулĕнче пĕлỹ илет, демобилизациленнĕ хыççăн Кузнецкри металлурги комбинатĕнче вăй хурать — котельнăй цехĕнче нормировщикра тăрăшать. 1931 çулта вăл çар команда пĕлĕвне ỹстермелли курсра вĕренет, унтан ăна Хĕрлĕ Çарăн кадрсен йышне илеççĕ. Стрелковăй полкăн взвод командирĕ, рота командирĕн пулăшуçи, батальон штабĕн начальникĕн пулăшуçи, полк шкулĕн взвод командирĕ, батальон штабĕн начальникĕ, дивизин оперативлă штабĕн начальникĕн пулăшуçи пулма шанаççĕ.
1940 çулта М.В.Фрунзе ячĕллĕ Çар академине вĕренме кĕрет. Вăрçă пуçлансан унта вĕреннисене пурне те çапăçу хирне ăсатнă. А.Беляев 10-мĕш сывлăш-десант корпусне лекнĕ, 1942 çулхи çурла уйăхĕнче унран стрелоксен 41-мĕш гварди дивизийĕ туса хунă. 1941 çулта А.Беляев майора авиаципе десант çарĕсен бригадин штабĕн начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ.
— Пирĕн дивизи ыттисемпе пĕрле хапсăнчăк фашистсене хĕвел аннăç еннелле хăвалать, вĕсене ушкăнĕ-ушкăнĕпе тыткăна илетпĕр…, — çырнă вăл Иван шăллĕ патне Сталинград çывăхĕнчи çапăçусем пирки хыпарланă çырăвĕнче.
Ентешĕмĕрĕн вăрçăра пĕрле çапăçнă тусĕ Алексей Ярошенко (вăлах «В бой шла 41-я гвардейская» кĕнеке авторĕ) Александр Беляев пирки çырса кăтартни унăн характерне тата çапăçури паттăрлăхне яр уççăн сăнарлать: «…1942 çулхи çу уйăхĕнче Внуково аэродромĕнче оркестр вылярĕ, юрăсем илтĕнчĕç. Парашютист-десантниксем тăшман тылне вĕçме хатĕрленеççĕ. Час-часах техника занятийĕсем йĕркелекен, йĕлтĕрпе салтаксемпе пĕрле 10-шар çухрăм чупакан йăрăс кĕлеткеллĕ, çутă та вăтам пỹллĕ бригада штабĕн начальникĕ Александр Беляев майор десантăн пĕрремĕш эшелонне ертсе пырать… — Вĕçетпĕр, юлташсем! — кăшкăрать вăл. Тавралăх мотор шавĕпе тулать. Нумаях та вăхăт иртмест, эпир — тăшманăн тылĕнче. Десантниксене нимĕçсем асăрхарĕç, çавăнпа та лăпкăн анса ларма май килмерĕ. Пирĕннисемпе тăшмансен самолечĕсем хутшăнса кайрĕç. Парашютсемпе сикетпĕр, фашистсем пулеметсенчен переççĕ, анса ларас вырăна бомбăсем пăрахаççĕ. — Десантниксем, ман пата, — илтĕнет Беляев сасси. Вăл хăйне яланах ĕçлĕ, лăпкă тытатчĕ. Йĕри-тавра пульăсем вĕçмеççĕ, бомбăсем çурăлмаççĕ тейĕн. Десантниксем ун патне чупа-чупа пычĕç, вăл вĕсене çывăхри вăрмана ăсатса тăчĕ. — Беляев пирĕнпе, эппин йăлтах йĕркеллĕ пулĕ, — илтетĕп такам калаçнине. Ирпе десант аннă вырăна эсесовецсен чаçĕсене, танкĕсене чĕнсе илни паллă пулчĕ. Вĕсем совет салтакĕсене пĕтерме шутланă. Десантниксен оборона тытма лекрĕ. Беляев вăхăтлă тата вырăнлă сĕнỹсем пама пĕлетчĕ, яланах кирлĕ йышăнусем тăватчĕ. Александр Филиппович ăçта калаçса иртсе кайнă — унта пурте çĕкленỹллĕ те хавхалануллă кăмăл-туйăмпа юлнă. Вăл салтакăн йывăр шухăшĕсене сирсе хăй çине илнĕнех туйăнатчĕ. Çапăçăвăн тĕрлĕ вариантне тĕплĕн тишкеретчĕ: «Тăшман çĕмĕрсе кĕрсен?», «Танксем пулсан?».
Çавна пулах çакă тата ытти чылай вирлĕ çапăçура пирĕн салтаксем пысăк паттăрлăхпа палăрнă, утăм хыççăн утăм хыçа хăварса тăшмана çĕршывран хăваланă. 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче 41-мĕш стрелковăй дивизие А.Беляев полковника ертсе пыма шаннă. Днепр юханшывĕ урлă каçса плацдарма ăнăçлă хỹтĕленĕшĕн, хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Александр Филипповича 57-мĕш Арми командованийĕ Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Çакăн пирки Ярошенко çапла хыпарланă: «…Дивизин командирĕ Цветков йывăр аманнă хыççăн командовани штаб начальникĕн Беляев полковникăн аллинче. Фашистсем ялсене çунтараççĕ. Пур çĕрте те тĕтĕм, пушар. Днепр çинче вут-çулăм. Кимĕсем, сулăсем. Мĕн кăна усă курмаççĕ-ши шыв урлă каçма. Пĕрремĕш подразделенисене юхан шыв урлă каçарас ĕçе Беляев ертсе пырать. Пĕр пĕчĕк плацдарма — Сошиновка ялне илсенех вăл хăйĕн оперативлă ушкăнĕпе унта каçрĕ. Плацдарм чиркĕвĕн сăнав пункчĕ йĕркеленĕ чан çапмалли тăрринчен анчах курăнать. Чиркĕве мĕн чухлĕ снарядпа пуля лекнине шутласа та кăлараймăн. Беляев ниçта та пăрăнмасть. — Эпĕ çапăçу хирне курма тивĕç , — хуравлать вăл. Плацдарм кăштах сарăлсан Беляев малалла куçать. Гитлер çарĕ пĕр чарăнмасăр контратакăлать. Днепр тăрăх кĕпер те, паром та çук. Вăй пĕтнĕ. Плацдарма çавах алăран вĕçертме юрамасть. Унта-кунта йывăрлăхсем сиксе тухсан Беляев вут-çулăм витĕр чи йывăр вырăнсене çитет, салтаксене тĕслĕх кăтартать, хавхалантарать. Тăшманăн контратакисене сирсех пыратпăр. …Украинăра, Кировоградран инçех мар Верблюжка сали пур. Ăна тăшманран хăтарассишĕн çапăçу хĕрỹ иртрĕ. Пирĕн атакăна кĕрекен салтаксем çине фашистсен вуншар самолечĕ бомба пăрахрĕ. Гвардеецсем пĕрех салана тăшманран хăтарчĕç. Верблюжкăран иртсен пĕр полк малалла куçасси чарăнса ларчĕ. Беляев тỹрех унта тухса кайрĕ. Хăюллă офицер çак çапăçура пысăк паттăрлăх кăтартса пурнăçран уйрăлчĕ. Дивизин штабне Александр Филиппович Беляева Совет Союзĕн Геройĕ ятне пани пирки хыпар килнĕ, анчах та вăл çак указ пирки пĕлсе ĕлкĕреймерĕ. Пирĕн дивизи хĕвел анăç еннелле кайрĕ. Верблюжка салинче вара пур салтакшăн та хаклă вил тăпри тăрса юлчĕ. Пирамида çинче — хĕрлĕ çăлтăр, Беляевăн йăл кулăллă портречĕ…».
Беляевăн мăшăрĕ, 2 ачи тăлăха юлнă. Мăшăрĕпе — Надежда Ефимовна Марковскаяпа вăл Красноярск крайĕнчи Канск хулинче паллашнă. 1937 çулта вĕсен аслă ачи Анатолий çуралнă. Вăрçă умĕн А.Беляев çемйи Мускава пурăнма куçать. Вăрçă пуçланнă вăхăтра Александр çар академийĕнче вĕреннĕ. Утă уйăхĕн вĕçĕнче унăн çемйине эвакуацилеме сĕннĕ. Çак уйăхăн 9-мĕшĕнче çуралнă хĕрне Светланăна, Анатолий ывăлне тата Надежда мăшăрне арăмĕн амăшĕ патне Çĕпĕре леçме тивнĕ. Мăшăрĕнчен 27 çултах тăлăха юлнă Надежда Ефимовна та педагог профессине алла илнĕ пулнă. Икĕ ачине пĕчченех çитĕнтернĕ вăл, никама та качча тухма, упăшкин çутă та таса сăнарне никампа та улăштарма шутламан. Светлана хĕрĕ (йывăр тăпри çăмăл пултăр) библиотекарь профессине алла илсе ĕмĕрĕпех вулавăшра тăрăшнă. Анатолий ывăлĕ çул-йĕр институтĕнче вĕренсе техника пĕлĕвĕ илнĕ, ĕмĕрĕпех Наукăпа тĕпчев институтĕнче космос отраслĕнче вăй хунă. Пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтернĕ «Буран» космос карапне, хальхи вăхăтри паллă карапсене хута яма хутшăннă вăл. Светлана Беляева Елчĕк тăрăхĕнче 2 хут пулчĕ. Пуçласа Паттăрăн хĕрне 2008 çулта — Герой çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитнине халалланă уявра курма тỹр килнĕччĕ.
— Атте çуралнă вырăна çак таранччен килсе курманшăн чунтан хурланатăп. Çуралнă вырăнĕнче ăна çапла чыс тунине эпĕ пĕлмен, — тенĕччĕ вăл интервью панă чух куççуль витĕр.
Ун чухне ашшĕ çамрăк чухне хăйĕн аллипе çуралнă çуртне ỹкернĕ хутсене, çемье архивĕнчи сăн ỹкерчĕксене парса хăварнăччĕ. Халĕ вĕсем Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче упранаççĕ.
Анатолий Беляев пĕр хут пулчĕ Елчĕкре. Халĕ иккĕмĕш хут ашшĕ çуралнăранпа 110 çул çитнĕ тĕле килме шантарчĕ вăл. Çак мероприятие çавăн пекех унăн Владимир ывăлĕ тата Алексей мăнукĕ çемйипе тата тĕрлĕ кĕтесре тĕпленнĕ тăванĕсем килме шантарчĕç. Августăн 15-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп библиотекăра А.Ф.Беляевăн мăнукĕн Владимир Анатольевич Беляевăн «Герой Советского Союза А.Ф.Беляев. 1908-1943» кĕнекен презентацийĕ иртет. Кĕнекене мăнукĕ аслашшĕ çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă.
Елена ПЕТРОВА.