Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Елчĕк ялĕнчи Советская урамĕнчи кайăк-кĕшĕк грипĕпе çыхăннă карантина пăрахăçланă.
Ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан çак чир тĕлĕшпе карантин тухнă пулин те ноябрĕн 14-мĕшĕччен çак урамран тата çывăхри ăнăçсăр кил-хуçалăхсен хисепне кĕнĕ территорирен нимĕнле чăх-чĕп те, çăмарта та илсе тухма юрамасть.
Районти ветеринари службинчен пĕлтернĕ тăрăх пасарта кайăк-кĕшĕкпе суту-илÿ тăвассипе те вăхăтлăха тытăнса тăмалла.