Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Патреккелсем ял уявне паллă тăвĕç

Патреккелсем ял уявне паллă тăвĕç

Августăн 28-мĕшĕнче — Успени (Турă амăшĕ Таса хĕр Мария вилнине палăртнин) кунĕ Патреккелсем хăйсен ял уявне паллă тăваççĕ. Çак кун ял çыннисене тата тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче тымар янă ентешĕмĕрсене, хăнасене йыхравлаççĕ Патреккелсем!

Уява хутшăнакансем чи малтанах Патреккелти Культура çурчĕ умĕнче алă ĕçĕсенчен тата апат-çимĕçрен конкурса хутшăнса хатĕрленĕ «Чи тутлă сăра хатĕрлекен», «Камăн кукăлĕ тутлăрах?», «Ăста алăсем» куравсемпе паллашма пултарĕç.

Уяв «Анаткас» тата «Тукас» командăсем Кĕçĕн Пăла шывĕ çумĕнчи улăхра футбол, ялти спорт залĕнче волейбол вылянинчен пуçланать. Уявăн тĕп мероприятийĕсене ялти культура çуртĕнче 19 сехетре пуçлама палăртаççĕ. Кунтах чылай çул ĕçпе, чыспа-сумпа пурăннă аслă ăрури ял çыннисене, нумай ачаллă çемьесене чыслĕç, ял историйĕпе тата Успени уявĕпе çыхăннă пулăмсене палăртĕç.

Мĕнле уяв вăл спорт мероприятийĕсемсĕр, халăх вăййисемсĕр? Культура çурчĕ çумĕнчи площадкăра иртекен ăмăртусемпе конкурссене (мечĕкпе, ункă ăшне тăрса, çĕлен евĕр пăрăнса, михĕ тăхăнса чупасси, калуш ывăтасси, юрă юрласси, ташласси, анекдот каласси тата ытти те) кашниех хаваспа хутшăнма пултарĕ.

Уява чăваш эстрада çăлтăрĕсем илем кỹрĕç, дискотека хыççăн тỹпене тĕрлĕ тĕспе фейерверк çĕкленĕ. Кунтах çак кун суту-илỹ точкисем ĕçлĕç, ачасене савăнма батут тата ытти хатĕрсем пулĕç, шашлăкпа пулă шỹрпи хатĕрлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code