Пая кĕнĕ строительствăн чăрмавлă объекчĕсене тупса палăртас тĕллевпе Елчĕк район прокуратури «Хĕрÿ лини» йĕркеленĕ.
Енчен те пая кĕнисен ирĕкĕсене хĕснĕ тĕслĕхсем пулсан граждансем район прокуратурине ĕç кунĕнче 9-18 сехетсенче 7/83549/ 2-59-05 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа е электронлă адрес çине çырса пĕлтерме пултараççĕ.
Кунта обязательнăй реквизитсемпе пĕрле хута каякан çуртăн адресне, пая кĕнине палăртакан килĕшĕвĕн реквизичĕсене /хăçан хатĕрленĕ, номер/, застройщикăн ятне, заявлени çыраканăн телефон номерне палăртмалла.
А.АФАНАСЬЕВ,
район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, юстицин кĕçĕн советникĕ.