Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аслă Елчĕксенчен тĕслĕх илмелле

Аслă Елчĕксенчен тĕслĕх илмелле

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ канашлура район пурнăçĕнчи тĕрлĕ ыйтăва тишкернĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.

Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри стадионта «Чувашия» телерадиокомпанипе республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕрлехи акци – «Сывлăх хумĕ çинче» телерадиодесант ирттернĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятипе çыхăннă хатĕрленÿ тата йĕркелÿ ĕçĕсем çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тĕплĕ пĕтĕмлетÿ турĕ. Тÿрех каламалла, Аслă Елчĕксем ăмăртăва хутшăнакан тăватă районти медицина ĕçченĕсене, телерадио сотрудникĕсене, куракансене тĕрлĕ енлĕ тивĕçлĕ услови туса панă.

Стадиона хăтлăх кÿрес тĕлĕшпе иртнĕ çулах курăмлă ĕçсем пурнăçланă-ха. Халĕ ÿркенмен алăсен черетлĕ пархатарлăхне курса савăнатăн. Кунта йывăç-тĕмсене касса сайратнă, шуратнă, территорине тирпейленĕ, сцена тата тимĕртен ăсталанă баннерсем вырнаçтарнă, алăк-картана улăштарнă, волейбол площадки хута янă тата ытти те. 8-10 кун хушшинчех кÿнĕ хăтлăха хăнасем те асăрхарĕçех.

Аслă Елчĕкре ял культурине аталантарассипе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Ăнăçу, паллах, вырăнти ертÿлĕх халăхпа, общественноçпа тачă çыхăнса ĕçленĕрен килет. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Валерий Афанасьевăн пĕрлехи команди – администраци специалисчĕсем, депутатсем, старостăсем, ĕç коллективĕсен ертÿçисем пĕршухăшлăха, ăнланулăха мала хунипе те çирĕпленет çакă.

Стадиона та хистевпе мар, пуçаруçăсем хăйсен кăмăл туртăмĕпе çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Сергей Горшков уйрăм предпринимателĕн сумлă ĕçĕсем çинчен хаçатра темиçе материал та кун çути курнăччĕ. Вăл спорт лапамне шефа илнĕ тейĕн, кунсерен унти ĕçсене йĕркелесе тăрать. Çÿлерех асăннă ĕçсене шăпах вăл тăрăшнипе пурнăçланă. Çавăн пекех Юрий Хушкин, Валерий Падуев, Вячеслав Агеев, Валерий Казначеев, Петр Дудкин пуçарулăхне те палăртма кăмăллă. Шкул ачисем те хăйсен тÿпине хывнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ял тăрăхĕн ертÿçине Валерий Афанасьева тав тунă май çакна каларĕ:

– Аслă Елчĕксенчен тĕслĕх илмелли, вĕренмелли пур. Кирек мĕнле мероприятие те ячĕшĕн мар, вĕсем пек тĕплĕн хатĕрленсе ирттермелле.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов уй-хир ĕçĕсемпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пурте тыр-пула пÿлмене хывассине паян-ыран вĕçлеççĕ пулсан, хăш-пĕр хресчен /фермер/ коллективĕсем вара çумăрлă тапхăрсем пуçланасса кĕтеççĕ пулмалла. Вĕсенче тыр-пула уйрăмшарăн пухса кĕртни кăна ĕç хăвăртлăхне те, тухăçа та ÿстернине ăнланмаççĕ курăнать – тÿрремĕн вырса тĕшĕлеме тапаланаççĕ.

Районта строительство ĕçĕсем мĕнле пыни пирки район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров чарăнса тăчĕ.

Паянхи кун тĕлне ялсен хушшинчи урам çулĕсене 3 километр та 170 метр юсанă. Планпа пăхнă тепĕр икĕ объекта та çывăх вăхăтра хута яма пăхнă. Вăрăмхăвари фельдшерпа акушер пунктне тăвассине авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ, «Городская среда» программăпа килĕшÿллĕн Елчĕкре йĕркеленекен ача-пăча паркĕн пĕр пайне ял уявĕ – сентябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code