Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачисемпе савăнать

Ачисемпе савăнать

Елена Никифорова 1938 çулта районти Тăрнашур ялĕнче кун çути курнă.

Ашшĕ çĕршывăн тĕп хулинче ĕçленĕрен Екатерина мăшăрĕпе пĕчĕк хĕрне Мускав хулине илсе кайнă. Кĕçех вăрçă пуçланать, çавна май ашшĕ пĕрремĕш кунсенчех фронта тухса кайнă. Хула патне нимĕçсем çывхарса пынă май унта пурăнакансене урăх вырăна тухса кайма хушнă. Екатерина та Ленăпа пĕрле тăван тăрăха таврăннă, Лиза аппăшĕ патĕнче пурăнма пуçланă.

Вăл вăхăтри ытти чылай çемье пекех йывăр пурнăçра тертленнĕ вĕсем. Хĕрĕ пĕрремĕш класа çÿреме пуçласан Екатерина кивĕ кĕлет туяннă, ăна пÿрт евĕр çавăрса унта пурăнма куçнă çемье. Мăшăрне кĕтсе илеймен вăл вăрçăран – çемье пуçĕ Сталинград хули çывăхĕнчи йывăр çапăçура паттăррăн куçĕсене хупнă.

Елена шкулта 7 класс таран вĕреннĕ. Йывăр пурнăçа пула малалла вĕренме кайман вăл, фермăна вырнаçнă. Виçĕ çула яхăн сурăхсем пăхнă хыççăн дояркăна ĕçлеме куçнă, 10 ĕне çирĕплетсе панă хĕре. Витере сивĕ пулнă, çутă пулман. Хунар çутипе сунă ĕнисене.

– Вăл вăхăтра пур ĕçе те алă вĕççĕн пурнăçланă. Вите çывăхĕнче силос шăтăкĕ пурччĕ. 4 метр таранăш шăтăкран çÿлелле ывăтса хамăрах силос кăлараттăмăрччĕ, карçынккасемпе çĕклесе кашни ĕнене валеçсе параттăмăрччĕ. Каярах вара лашапа турттарма пуçларăмăр силоса, – аса илет вăл вăхăтсене Елена.

Çуллахи кун Кĕçĕн Пăла юхан шывĕнче шăварнă ĕнесене, хĕлле вара шыва пичкесемпе пусăран турттарнă. 6 доярка пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕ. Çамрăксем йывăрлăха пăхмасăр юрла-юрла тăрăшнă куллен.

1959 çулта Елена Елчĕк каччипе А.П.Никифоровпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Пĕрремĕш ачи Надя 1960 çулта çут тĕнчене килнĕ. Вăл вăхăтра çамрăк ачапа ларма декрет отпускĕ те паман, хĕрарăм 10 кунтанах ĕçе тухнă.

Ĕç хыççăн колхозра сухан-севок, кăшман уйĕсенче çум çумлама, каçсерен тĕрĕ тĕрлеме те ĕлкĕрнĕ çамрăк хĕрарăм. Пĕр куç хупмасăр ĕçе тăрса тухса кайнисем те пĕрре анчах мар пулнă.

Вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç çăмăлланса, ĕç ансатлансах пынă. Ĕнесене аппаратпа сума пуçлани, автопоилкăсем вырнаçтарни, малта пыракансене парнепе чыслани, санаторисемпе курортсене канма яни тата та хавхаланса ĕçлеме хистенĕ. Парнесенчен пĕрне, сăмавара, халĕ те упрать хĕрарăм.

42 çул тăрăшнă вăл фермăра. Тата та ĕçлетчĕ пулĕ те, ватăсене пăхмалла пулнă. Хăйĕн тата мăшăрĕн амăшĕсем 90 çултан иртиччен пурăннă.

Ĕçне кура хисепĕ. 1987-1988 çулсенче хĕллехи тапхăрта ферма ĕçченĕсем хушшинче тунă çитĕнÿсемшĕн ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă ăна. Çавăн пекех ударник значокĕпе тата «Ĕç ветеранĕ» ятпа чысланă.

Шел пулин те, мăшăрĕ 8 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Ĕçпе, 6 ачипе пусарать чунне Лена. Пурте çемьеллĕ вĕсем. Аслă хĕрĕ, Надежда, Мускавра, Маргарита Кÿкеçре, Луиза Муркашра пурăнаççĕ, Ларисăпа Людмила ял ачисене качча тухнă.

– Мухтав Турра, ывăлпа кин лайăх пăхаççĕ, – тет халĕ ывăлĕн çемйипе пурăнаканскер. 12 мăнукĕпе, 16 кĕçĕн мăнукĕпе те савăнать Елчĕкри Елена Никифорова.

Г.БАРАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code