Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ĕçĕме чун-чĕререн юрататăп»

«Ĕçĕме чун-чĕререн юрататăп»

Санăн çыннусем, Елчĕк ен 

55 çулхи юбилей. Иртнине аса илмелли, малашлăха палăртмалли меллĕ сăлтав. Шăпах çак вăхăтра, тивĕçлĕ канăва тухас умĕнхи куçăм тапхăрĕнче, çын хăйĕн хыçа юлнă кун-çулне тĕпĕ-йĕрĕпе тишкерсе тухать.

— Самана уттипе тан пырас тесе вĕçĕмсĕр васкаса, шав çĕннине шыраса, ĕçе пуçĕпех путса вăхăт иртсе кайнине, сумлă юбилей çитнине сиссе те юлаймарăм, — тет хаçат редакцийĕнче виçĕ теçетке çул ытла тăрăшакан Валентина Кириллова. — Ĕçĕме чун-чĕререн юрататăп, çакă пысăк хавхалану кỹрсе, пурнăçăн анлă та тумхахлă сукмакĕ çинче тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшса тăчĕ, — тет вăл кăмăллăн.

Çапла пулмасăр. Ĕçе кăмăлламасан журналистикăра 35 çула яхăн пĕр улшăнми ĕçлейместĕн те пуль. Çак вăхăтра миçе тĕрлĕ, мĕнле кăна темăпа статья-калав пичетленине шутласа та кăларас çук. Хам та мĕн çамрăкран сăвă-калав çырма кăмăлланăран шкулта чухне те, студент вăхăтĕнче те Валентина Алексеевнăн «Пурнăçри ỹкерчĕксем» ярăмпа пичетленсе пыракан калавĕсене вуласа хавхаланнине, хатĕр хайлавăмсене пичетлес тĕллевпе «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн çуртне час-часах килсе çỹренине ас тăватăп-ха. Ăшă сăн-питлĕ, хавас кăмăл-туйăмлă çырусен пайĕн редакторĕ мана яланах хапăл тусах кĕтни, «Татах та çыр,» — тесе ăш пиллĕн ăсатса яни çунатлантаратчĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ шухăшсемпе пуянланма хистетчĕ. Ун чухне малашлăхра пĕрле ĕçлесси пирки пуçра та пулман.

Çак 16 çул хушшинче тата та çывăхрах пĕлсе çитрĕм чун-чĕрере çамрăкран ырă йĕр хăварнă журналиста. Яланах пулăшма ăнтăлакан, вăхăтлă та вырăнлă канаш-сĕнỹ пама пултаракан ĕçтеш вăл. Кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнчи Алексей Владимировичпа Христина Николаевна Смирновсен туслă çемйинче çуралса ỹснĕ Валя. Пилĕк ачаран чи асли, кашнинех пăхаканни тата ăса вĕрентекенни, аслă аппа тата çывăх юлташ пулнă вăл. Халĕ те çаплах, пĕр тăвансем кирек мĕнле ĕç пурнăçлас умĕн те унпа канашлаççĕ. Турă панă талант — статья, очерк, тĕрленчĕк… çырасси пĕчкренех вăй илнĕ унра. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем — Ольга Александровна Волкова, Любовь Степановна Иванова вара хĕр ачара çак туртăма атлантарсах пынă. Вĕренекен пиллĕкмĕш класран тăван район хаçачĕпе кăна мар, «Хатĕр пул» журналпа тачă çыхăну тытнă. Çамрăк корреспондента хаçат ĕçченĕсем те аван палланă, унăн пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Ахальтен мар ăна 10 класс пĕтерсенех район хаçатне — «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцине ял хуçалăх пайĕн корреспонденчĕ пулса ĕçлеме чĕнсе илнĕ.

— Мĕнле, вĕренсе пĕлỹ илмесĕрех-и? — тĕлĕннĕ вăл.

— Шăпах хаçатра тăрăшмалли çын эсĕ. Ĕçлеме пуçласанах вĕренме кĕрĕн, — çирĕппĕн, çав вăхăтрах ашшĕ пек ăшшăн каланă ăна хаçат редакторĕ Геннадий Уткин пĕрремĕш командировкăна ăсатнă май авторучкăпа блокнот тыттарса.

— Çулсем иртнĕ май темиçе редакторпа ĕçлеме тиврĕ. Çапах журналистикăна çул уçса панă пĕрремĕш редактор Геннадий Алексеевич Уткин ĕмĕр асăмра юлĕ. Унпа мĕн виличчен туслă çыхăну тытнă. Пĕрремĕш кĕнекесене те вăлах хакларĕ. Шел, нумаях пулмасть пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Çавăн пекех аслă юлташăмсене — Анатолий Тимофеев, Александр Карлин, Иван Иноходов, Николай Алексеев тĕп редакторсене пысăк тав сăмахĕ калатăп, — тет Валентина Алексеевна.

Маларах асăннă хаçатра тăрăшнă ял хуçалăх пайĕн заведующийĕ Николай Никифоров, çырусен пайне ертсе пынă Зинаида Соловьева пулăшса та хавхалантарса пынине палăртать ĕçтешĕм. Çав çулах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет хĕр, тепĕр 6 çултан унтан ăнăçлă вĕренсе тухса алла диплом илет. Кунта 4 çул ытла ĕçленĕ хыççăн шăпа ăна Елчĕк районне илсе çитерет. «Колхоз ялавĕ» хаçатра ăна обществăпа политика пайĕн корреспондентне лартаççĕ. Тепĕр виçĕ çултан — çырусен пайĕн редакторĕ. Çак должноçра паянхи кунчченех вăй хурать. Кỹршĕ района ура ярса пуссанах ялсен ячĕсене те, çыннисене те палламанскер, паян унăн çитмен ял юлман, палламан çынни те сахал пулĕ. Чи кирли — журналиста хăйне лайăх пĕлеççĕ. Чĕрене витермелли статьясене час-часах кун çути кăтартнăран (республика шайĕнчи хаçат-журналта та пичетлет вăл вĕсене) юратаççĕ, кăмăллаççĕ ăна вулакансем.

— Хамăн пурнăçăмра тăрăшуллă, ĕçчен, пысăк чунлă лайăх çынсем, килĕштерсе тату пурăнакан çемьесем çинчен сахал мар çырнă. «Эсир ман çинчен çырса кăларсан эпир хунямапа е кинпе пĕр çăвартан пурăнма пуçларăмăр, тавах сире», — тесе пĕрре анчах каламан мана. — Çав вăхăтрах «Пурнăçри ỹкерчĕксем» ярăмпа хушаматпа ята, ял ятне палăртмасăр çыннăн шăпине уçса паракан калавсем те нумай пичетленĕ. Пĕрешкел шăпаллă çынсем (эпĕ вĕсем пирки илтмен те) калаври сăнарсене хăйсем евĕр йышăнса кỹреннĕ тĕслĕхсем те сахал мар пулнă. Чăннине калас пулсан, нихăçан та никама та питлес е кỹрентерес тĕллев лартман. Манăн тĕллевĕм — пурнăçра сиксе тухакан ỹкерчĕксене уçса парасси. Çавăнпа та майлă самантпа усă курса манăн паян ăнсăртран кỹрентернĕ вулаканран каçару ыйтас килет, — тет Валентина Алексеевна.

Ĕçтешĕмĕр чылай çул çырнă калавĕсене пухса икĕ кĕнеке кăларчĕ. «Савăнăç куççулĕ», «Сиплев утравĕ» кĕнекесене район халăхĕ хапăлласа йышăнчĕ, юратса вуларĕ, вулать те. Хальхи вăхăтра çыравçă виççĕмĕш кĕнекине кун çути парас тĕллевпе пурăнать.

— Эпĕ ахаль хаçатçă кăна, писатель мар. Кĕнеке кăлармалли шухăша вăхăтĕнче харсăр журналист, хальхи вăхтра Курнавăшри Иисус Христос Туррăмăр çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Анатолий Емельянов протоиерей пачĕ, — аса илет Валентина.

В.Кириллова обществăлла ĕçре те хастар. Елчĕке ĕçлеме килсенех редакципе типографинчи комсомол, профсоюз организацийĕсене ертсе пычĕ. Ытти яваплă çынсемпе пĕрле автомашина кузовĕ çине районти тĕрлĕ ялта иртекен комсомолецсен, çамрăксен пухăвĕсене, милици, культура работникĕсем тата ытти сфера ĕçченĕсем йĕркелекен рейдсене сахал мар çỹренине ăшшăн аса илет. 30 çула яхăн районти хĕрарăмсен канашĕн хастар членĕ те вăл. Икĕ суйлавра Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕн лавне туртса пычĕ. 2006 çулта Пĕтĕм Раççейри вырăнти хăй тытăмлăхăн Канашĕн обществăлла организацин учредительлĕ съезчĕн делегачĕ пулса Мускаври Колонна залĕнче пулса курчĕ.

Ĕçри ỹсĕмĕсем те çук мар Валентина Алексеевнăн. Республикăри журналистсен хушшинче иртекен тĕрлĕ конкурсăн çĕнтерỹçисен йышĕнче курма пулать ăна. Республикăри Культура, Учитель, Ĕç çыннин çулталăкĕсенче массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинчи конкурссенче икĕ хутчен пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене, Раççей МЧСĕ йĕркелекен «Огненное перо» конкурсра пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнине уйрăммăн палăртса хăварас килет. Ĕçне кура — хисепĕ. Юбилярăн Хисеп хучĕсем те йышлă. Журналистшăн чи хакли вара — вулакансен ăшă сăмахĕ.

Мăшăрĕпе — Александр Александровичпа икĕ хĕр ỹстернĕ, вĕсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Кирилловсем.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Валентина Кириллова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code