Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕрпÿ кĕперĕ тăрăх автотранспорт çÿреме пуçланă.
М-7 автоçулăн /Мускав – Владимир – Чулхула – Хусан – Ĕпхÿ – Чăваш Республики/ 677 174 çухрăмĕнчи Мăн Çавал урлă хывнă кĕперĕн сулахай енне уçнă.
Çĕнĕ объект автомобильсене ирĕклĕн çÿреме май парĕ, социаллă лару-тăру çивĕчлĕхне чакарĕ. Ку вырăнта малтанхи вăхăтра «пăкă» пулнăран иртсе çÿрекенсемшĕн питех те чăрмавлăччĕ. Юсаса çĕнетнĕ лаптăк тăршшĕ 2,132 çухрăм. Тăватă йĕрлĕ кĕперĕн пĕтĕмĕшле тăршшĕ – 111,14 метр, сарлакăшĕ – 14,57 метр, асфальтобетон сарнă.