РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн тытăмĕнче криминалистика уйрăмĕ ĕçлет. Асăннă уйрăм сотрудникĕсен тĕп тĕллевĕ – талăкăн хăш вăхăтĕнче те йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем пулнă вырăна çитсе ĕç-пуçа уçăмлатасси, çителĕклĕ çирĕплетÿсем тупса следовательсене паха пулăшупа тивĕçтересси.
Кăçалхи 9 уйăхра республикăра çыннăн пурнăçне тата сывлăхне хирĕç тунă хăрушă преступленисен шучĕ чакнă. Çынна вĕлернĕ е вĕлерме тăнă 39 /пĕлтĕр – 64/, теприн сывлăхне йывăр сиен кÿрсе вилĕм патне илсе çитернĕ 34 /41/ тĕслĕхе тупса палăртнă. Асăннă преступленисене уçса параслăх 98 процентпа танлашнă.
Преступленисене уçăмлатас ĕçре юлашки вăхăтра криминалистикăра усă куракан хатĕрсем пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли – полиграфпа /«ултав детекторĕ»/ усă курни. Унпа ытларах чухне çын пурнăçĕпе сывлăхне тата ăна ар тĕлĕшĕнчен тĕкĕнме юраманнине хирĕç тунă преступленисене уçса панă, патшалăх службин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи ĕç интересĕсене хирĕç тунă преступленисене тĕпченĕ чух усă кураççĕ.
Следстви управленийĕн ытти криминалистика техникин те витĕмĕ пысăк. Çавăн пекех экспертсем генетика, одорологи /шăршă йĕрĕсен экспертизи/ тĕпчевĕсем çине таянаççĕ, панорама 3D – фотоÿкерĕвĕн мелне ĕçе кĕртнĕ. UFED Touch комплекспа, гипнорепродукципе усă курни пысăк пулăшу парать. Пĕрремĕшĕ карас телефонĕсем тата электронлă хатĕрсем çинчи çухалнă информацие тавăрма тата преступлени йĕрĕсене тупса палăртма, иккĕмĕшĕ тÿссе ирттернĕ пăшăрхануллă самантсене куç умне кăларса тăратма тата паллă пулăмсене аса илме май параççĕ.
Маларах асăннă тата ытти хатĕрсем республикăра пулса иртнĕ чылай йывăр тата уйрăмах йывăр преступление уçăмлатма пулăшнăран преступниксене тивĕçлипе явап тыттараççĕ.
Т.ПРЫГУНОВА,
Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн следователĕн пулăшуçи.