Малашне фермерсем усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕ çинче хăйсем валли пурăнмалли çурт-йĕр те хăпартма пултараççĕ. Çакăн пирки РФ Патшалăх Думи саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăннă.
– Çак саккуна йышăнассишĕн эпир нумай çул тăрăшрăмăр. Çапла майпа малашне фермер хăйĕн çĕрĕ çинче тĕпленсе пурăнма та пултарĕ. Куллен ялтан ĕçе çÿремелле мар. Саккун проекчĕ йĕркене пăсасран асăрхаттармалли ятарлă механизмсене те палăртать. Тĕслĕхрен, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче сутас тĕллевпе çурт-йĕр тума чарасси таранах, – тесе пĕлтернĕ Патшалăх Думин депутачĕ, «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проект координаторĕ Владимир Плотников.
Сăмах май, «Раççей ялĕ» парти проекчĕпе килĕшÿллĕн 2017 çул вĕçĕнче çĕр ыйтăвне уçăмлатас тĕллевпе Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унăн кăтартăвĕсене тĕпе хурса çĕр ыйтăвĕ тĕлĕшпе сĕнÿсемпе хушусем туса хатĕрленĕ. Вĕсене пăхса тухма Правительствăна тата РФ Ял хуçалăх министерствине, Патшалăх Думин комитетне, çавăн пекех регионти влаç органĕсене ярса панă. Саккун проектне анлăн сÿтсе явнă, чылай депутат ăна пĕрремĕш вулавпа ырласа йышăннă.
«Раççей ялĕ» проект ял территорийĕсене çирĕп аталантарма, тĕрлĕ формăллă хуçалăха пулăшма, сад-пахча ĕçне аталантарма пулăшать.