Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çунатлă çамрăклăх асрах

Çунатлă çамрăклăх асрах

Комсомол тесен манăн чун-чĕрем халĕ те мăнаçланать, çунатланать, мĕншĕн тесен вăл пире пур çĕрте те яланах малти ретре пулма чĕннĕ, хистенĕ, хавхалантарнă, пархатарлă ĕçре, пурнăçра кĕçĕннисемшĕн ырă тĕслĕх пулма, ватă çынсене хисеплеме, пулăшма, таса чунлă, сăпайлă, тăрăшуллă пулма, туслăха хаклама, Тăван çĕршыва юратма, уншăн тăрăшса вăй хума вĕрентнĕ.

Паянхи кун пек астăватăп ВЛКСМ ретне тăнине. Эпир, Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекенсем, Луиза Веселина /Курнавăш/, София Баранова /Турхан/, Роза Боброва /Аслă Шăхаль/ тата эпĕ Елчĕке çуран кайма тухрăмăр. Ялпа район центрĕ хушшинче – 12 çухрăм. Çумăр витĕр пылчăк аша-аша çитрĕмĕр комсомол райкомне. Тумтир, çÿç-пуç йĕп-йĕпе пулсан та телейлĕ хамăр. Комсомол райкомне ун чухне хамăр шкултан вĕренсе тухнă В.С.Леонтьев /Тĕмер/ ертсе пыратчĕ. Комсомол билетне алла илни хаваслăхпа пĕрле мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Пире Елчĕкрех çĕр каçма сĕнчĕç. Тепĕр кунне ир-ирех тăтăмăр та киле çуранах тухса утрăмăр: çул çинче комсомол билетне темиçе хут та кăлара-кăлара пăхрăмăр. Çак кун пурнăçра пиртен телейлĕ çын та çукчĕ пуль, хаваслăн калаçса пырса киле çитнине те сисмерĕмĕр. Çапла пуçланчĕ комсомол ретĕнчи манăн çунатлă çамрăклăх. Пурнăçăн илемлĕ те савăнăçлă тапхăрĕнче ÿснĕ, аталаннă, çирĕпленнĕ, ырă ĕмĕтсемпе тата туйăмсемпе çунатланнă эпир, малашлăха шанса тата ĕненсе утăмланă, пур ĕçре те активлă пулма тăрăшнă. Пиртен маларах вĕренекен аслă юлташăмăрсем, комсомол ретĕнче тăнă çамрăк учительсем, аслă пионервожатăйра ĕçленĕ Антонина Сорокина /Хĕрлĕçыр/, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Олимпиада Кузьмина /Ĕнел/, кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Клавдия Степанова /Мякинина/, Владимир Щербаков, Виссарион Микихин тата ыттисем те пире вĕрентсе, пулăшса пынă.

Шкулти комсомол комитечĕн членĕ пулнă май çамрăксемпе уроксем хыççăн уявсене тата ытти мероприятисене хатĕрленме юлнă, юрă-ташăсем вĕренсе тĕрлĕ ялта концертсем кăтартнă. Кану, вăйă каçĕсене, тĕрлĕ темăпа иртекен диспутсене, вулав конференцийĕсене, комсомол слечĕсене, спорт ăмăртăвĕсене çамрăксем питĕ активлă хутшăннă.

1956-1958 çулсенче вĕрентекенсен комсомол организацине Алексей Игнатьев ертсе пычĕ. Ун хыççăн Владимир Ижедерова суйларĕç. Вĕсем иккĕшĕ те пысăк активлăхпа, пултарулăхпа палăратчĕç, комсомол пухăвĕсене палăртнă вăхăтра ирттерсе пыратчĕç, тĕрлĕрен ыйтусем хускататчĕç, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисене пулăшатчĕç.

Шкулта тĕрлĕ кружок ĕçленĕ. Эпĕ хор тата драма кружокĕсене çÿренĕ. 1957-1960 çулсенче икĕ сасăпа патриотизм туйăмĕсене çĕклекен вырăс юррисене шăрантараттăмăрччĕ: «Едут новоселы», «Комсомольцы-добровольцы», «Песня о тревожной молодости» тата ытти те. Аслă пионервожатăйсем пысăк тăхтав вăхăтĕнче е уроксем хыççăн вальс ташлама хăнăхтарни халĕ те асра. Класс ертÿçи – физика предметне вĕрентнĕ Владимир Федотов яланах чĕрере упранать. Вăл хăй те йĕркеллĕ, тирпейлĕ çынччĕ, пире те çапла пулма хистетчĕ.

Ĕçпе пиçĕхсе çитĕнтĕмĕр эпир. Çулсерен çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче колхоз хирне çĕр улми пуçтарма, хăмла татма тухнă. Тавралăха илем кĕртессипе, йывăç-тĕм лартассипе субботниксем, тимĕр-тăмăр тата кивĕ хут пухассипе ăмăртусем йĕркеленĕ. Комсомолецсем çуллахи вăхăтра ĕçрен пушанман тесен те юрать: çум çумлама, утă-улăм пуçтарма е ытти ĕç пурнăçлама хастар хутшăннă. Хĕллехи вăхăтра кану кунĕсенче лаша кÿлсе, çуна çине çÿллĕ йывăç такана лартса колхоз хирне сапас тĕллевпе кашни килтен йывăç кĕлĕ, чăх каяшĕ пуçтарнă. Уй-хирте юр нумай тытса хăварас тесе йывăç хÿтĕлевсем вырнаçтарса çÿреттĕмĕрччĕ. Çуркунне вара, юр ирĕлсе пĕтсен, колхозниксемпе пĕрле вăрлăхлăх çĕр улми касас ĕçе хутшăннă. Ваттисене те тимлĕхсĕр хăварман çамрăксем, кил-тĕрĕшĕнчи тĕрлĕ ĕç-хĕле пурнăçлама пулăшнă.

Вĕренÿре, комсомол ĕçĕнче палăрнă чылай çамрăк каярахпа аслă шкулсенче е ытти вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухса ăста специалистем пулса тăчĕç. Эпĕ вăтам шкултан вĕренсе тухсан пĕр хушă Аслă Таяпа шкулĕнче аслă пионервожатăйра тăрăшрăм, унтан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илтĕм, Çĕнĕ Пăвари шкулта 31 çул ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм.

Комсомол ретĕнчи хавхалану халĕ те сÿнмен-ха: ветерансен вырăнти канашне ертсе пыратăп, культурăпа спорт мероприятийĕсене активлă хутшăнатăп.

Алимпия ФОМИНА.
Çĕнĕ Пăва.

Сăн ÿкерчĕкре: А.А.Фомина /варринче/ тантăшĕсемпе. 1960 ç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code