Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕшÿре – вăй

Килĕшÿре – вăй

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – нумай нациллĕ Раççей халăхĕн йăлисен чĕрĕлĕвĕн, обществăра тăнăçлăхпа килĕшÿ упраннин палли.

2004 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи «Çар Мухтавĕн кунĕсем çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Çав улшăнусенчен пĕри – асăннă çĕнĕ уява ирттерме йышăнни, патшалăх шайĕнчи канмалли куна – чÿк уйăхĕн 7-мĕшне /çак кун Килĕшÿпе çураçу кунне паллă тунă/ – чÿк уйăхĕн 4-мĕшне куçарни.

Историе таврăнас пулсан çакă паллă: чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ Раççейшĕн вун çиччĕмĕш ĕмĕртенпех уяв шутланнă. Ăна Хусан Турамăшĕн турăшĕн уявĕ пек палăртнă. Çак уява 1649 çулта Алексей Михайлович патша указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Уява вăл 1579 çулта Хусанта тупнă турăш пĕрремĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе, каярахпа Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă иккĕмĕш земство ополченийĕ поляксене Мускавран хăваласа кăларса яма пултарнипе çыхăнтарнă. Çак пулăмсем хыççăн Хусанти Турамăш турăшĕ тĕлĕнмелле пысăк хăватлă пулнине ĕненме тытăннă, чÿк уйăхĕн 4-мĕшне пĕтĕм халăх уявĕ пек ирттерме йышăннă.

Çĕршыв халăхĕ хамăрăн историн пуян эткерне упраса хăварас, çĕр-шыва çирĕплетес, ырă малашлăхшăн чăмăртанас тĕллевпе пĕрлешни – çакă Раççее вăйлă та аталаннă çĕр-шыв пулма пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code