Харпăрлăх правине палăртнă йĕркепе регистрацилемен куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртас тĕллевпе район администрацийĕ вырăна тухса тĕрĕслевсем ирттерет. Ноябрĕн 1-мĕшĕнчен ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе ĕçлĕ ушкăн Елчĕк, Аслă Елчĕк, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Ноябрĕн 14-16-мĕшĕсенче Аслă Пăла Тимеш, ноябрĕн 15-18-мĕшĕсенче Аслă Таяпа, ноябрĕн 19-21-мĕшĕсенче Кĕçĕн Таяпа, ноябрĕн 20-22-мĕшĕсенче Çирĕклĕ Шăхаль, ноябрĕн 22-24-мĕшĕсенче Курнавăш, ноябрĕн 26-28-мĕшĕсенче Тăрăм ял тăрăхĕсенчи куçман пурлăх объекчĕсемпе паллашаççĕ.