Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви республикăри уйрăм хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакне сăнасах тăрать.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов нумаях пулмасть муниципаллă районсен ертÿçисемпе ирттернĕ видеоканашлура та ял çыннине хÿтĕлесе уйрăм хушма хуçалăхсем сутакан сĕт пирки çивĕч сăмах хускатнă, пайтаçăсем ăна кашни районта мĕн хакпа туянни çинчен уйрăммăн чарăнса тăнă. Хаксем вара кашни çĕрте тĕрлĕрен. Ноябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартусене тишкерес пулсан, Элĕк, Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсенче хушма хуçалăхсенчен 1 килограмм сĕте 22-24 тенкĕпе, Канаш, Муркаш районĕсенче 20 тенкĕпе туяннă. Елчĕк районĕпе илсен, сĕт хакĕ çак тапхăрта 16-17 тенкĕ анчах пулнă.
Сĕт туса илсе сутнинчен хушма укçа-тенкĕ алла илес, çапла майпа хуçалăха тĕреклĕрех йĕркелесе пырассишĕн ырми-канми вăй хуракан ял çынни чĕр тавара мĕншĕн тивĕçтерекен хакпа сутаймасть; Вăл кам айăпне пула шар курать? Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннипе юлашкинчен иртнĕ канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çак лару-тăрури çивĕчлĕхе уçăмлатма тăрăшрĕ. Вырăнсенчи пуçлăхсенчен ĕне усракан ял çыннисене пурне те кăсăклантаракан ыйтăва татса парассинче хутшăнса калаçма ыйтрĕ. Сăмах май, хальхи вăхăтра районти уйрăм хушма хуçалăхсенче 2385 пуç сăвăнакан ĕне пулнине шута илнĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ юлашкинчен пухнă информацире те хаксем пĕрешкелех: Аслă Таяпа, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсенче 1 килограмм сĕте 16 тенкĕпе, ытларахăшĕ 17-17,5 тенкĕпе анчах туянаççĕ.
Хушма хуçалăхсенчен сĕт пухассипе районта самаях пысăк конкуренци. Предпринимательсем халăхран ытларах сĕт пуçтарассишĕн куллен ăмăртăва тухнă пекех. Вĕсем кашни кун халăхран 26 тонна яхăн чĕр тавар туянаççĕ. Сĕт пухакансем сахаллăнах пулманнине шута илсен те, хак пысăкрах пулмалла пек.
Чĕр тавар хакĕ çу тапхăрĕнче – сĕт нумай вăхăтра йÿнелет, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта ÿсет. Ял çыннисем те сĕт хакланасса кĕтеççĕ. Чылай çемьешĕн вăл – тупăш çăл куçĕ. Ĕне усранин тăкакĕсем ÿссе пынине вĕçĕмсĕр чăтма çуках – кил хуçи ирĕксĕрех выльăх-чĕрлĕх усрама пăрахĕ. Ĕне сахаллансан предпринимателĕн ĕçĕ чакма, кĕсйи те çÿхелме пултарĕ…
Светлана АРХИПОВА,
хаçатăн ял хуçалăх ыйтăвĕсене çутатакан редакторĕ.