Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ Михаил Никифорович Чернов 1918 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче Вырăскасси ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Пуçламăш классенче ялти шкулта, 5-7-мĕш классенче Курнавăш шкулĕнче вĕреннĕ ача. Вĕренÿре питĕ лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, обществăлла ĕçре хастарлăхпа палăрнă. Çивĕч ăслă пулнине кура 7-мĕш класра пĕлÿ илнĕ вăхăтра вĕренÿ çулĕ варринчех шкул пĕтернине çирĕплетекен свидетельствăпа Хисеп хучĕ панă ăна.
Пушă вăхăтне усăллă ирттертĕр, ĕçе вĕрентĕр тесе атте пиччене колхоз лашисене пăхма хăйпе пĕрле ĕçе вырнаçтарнă. Ĕçе йăлтах алă вĕççĕн пурнăçланăран çамрăк ачана унта ĕçлеме пĕрре те çăмăл пулман. Каярах, чылай вăхăт иртнĕ хыççăн та, Михаил йывăр çĕклеме пула унăн хулпуççийĕсем суранланса тÿсме çук ыратнине аса илетчĕ. Атте ăна яланах малалла вĕренмелли пирки аса илтеретчĕ, ял хуçалăх ĕçĕ çăмăл маррине çамрăкранах ăнлантăр тенĕ пулас вăл.
Лашасене 8 уйăх пăхнă хыççăн 1934 çулта пичче Патăрьелĕнчи педагогика техникумне вĕренме кĕрет. Кунта та вĕренÿре хастар, обществăлла ĕçре харсăр пулнипе палăрнă вăл. Студентсен хушшинче авторитечĕ пысăккине кура ăна профсоюзăн вырăнти комитечĕн председательне суйланă.
М.Чернов хăйĕн пĕлĕвĕпе, пултарулăхĕпе нихăçан та мăнаçланман, нумай вуланă, спорта юратнă, анлă тавра курăмлă пулнă. Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем ун çинчен яланах ырăпа аса илетчĕç.
1937 çулта техникумран пур предметпа та «5» паллăпа вĕренсе тухнă каччă Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче ĕçлеме пуçлать, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетеççĕ ăна, çав хушăрах математикăпа нимĕç чĕлхи предмечĕсене вĕрентет. Балалайкăпа, гитарăпа, сĕрме купăспа ăста вылянăран, юрлама юратнăран вырăнти пултарулăх ушкăнĕн хастар членĕ пулнă, концертсене хутшăннă. Пултаруллă çамрăк учителе 1938 çулта Чкаловски /халĕ Патăрьел/ районĕн комсомол комитечĕн çамрăксемпе тата шкулсемпе ĕçлекен секретарьне суйлаççĕ.
Çамрăкран çар çынни пулас ĕмĕтпе çунатланнă йĕкĕт 1939 çулхи ноябрь уйăхĕнче Львоври пехотинецсен çар училищине вĕренме кĕрет. 1940 çулта çак училищĕне Киров хулине куçараççĕ. Вăл кунтан вĕренсе тухсанах Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланать – М.Чернов лейтенанта пулемет взвочĕн командирĕ пулма çирĕплетсе фронта ăсатаççĕ. Киеври уйрăм çар округĕн 12-мĕш армийĕнче çапăçать вăл. Днепропетровск хули çывăхĕнче Михаил йывăр аманать /ÿпки витĕр пуля тухса кайнă/. Маларах унран яланах çырусем илсе тăраттăмăрччĕ, çыхăну тăрук татăлни çемьене пăшăрхантарса ÿкерчĕ. «Вилчĕ-ши ĕнтĕ?» текен шухăш ир те, каç та канăç памарĕ пире. 3 уйăх иртсен Красноярск тăрăхĕнчи Ачинск хулинчен палланă почерклă çыру илсен мĕн тери савăннине сăмахпа çырса пĕтереймĕн. Пичче йывăр суранланса госпитальте сипленни пирки хыпарланăччĕ унта.
Сывалса çитсен 1942 çулта ăна Новосибирск хулинче разведчиксене кĕске вăхăтра хатĕрлекен «Выстрел» курсĕнче вĕрентсе Çурçĕр çар округĕн стрелоксен 148-мĕш уйрăм бригадинчи штаб начальникĕн пулăшаканĕ пулма çирĕплетсе Хĕвел анăç фронтне ăсатаççĕ. Канаш станцийĕ урлă иртнĕ вĕсене илсе каякан пуйăс ун чух. Тăван тăрăхри хулара салтаксем 2 сехет тăнă. Çак вăхăтра пиччен мĕнле туйăмсем пулнине, чĕри епле хыттăн-хыттăн тапнине вулакан ăнланатех ĕнтĕ. Кайран, вырăна çитсен, çакăн пирки çапларах çырса пĕлтерчĕ вăл: «…Паллакан çынсене тĕл пулма çук-ши тесе станцинче чылай уткаласа çÿрерĕм, анчах кăлăхах. Ун вырăнне палламан çынсемпе савăнса кайсах чăвашла калаçса килентĕм. Атте-аннене, тăвансене, ял-йыша хăрах куçпа та пулин курасчĕ тесе урамра хамăр район еннелле чылайччен пăхса тăтăм та, ассăн сывласа каялла вакуна кĕрсе лартăм – пуйăс хускалса та кайрĕ…»
– Канаша хăш вăхăтра çитессине маларах пĕлтерме май пулман ĕнтĕ унăн. Пĕлнĕ пулсан çавăнта кайса кĕтсе илнĕ, ăсатса янă пулăттăмăрччĕ Мишăна, – аттепе анне çапла пăшăрханса калаçни халĕ те асра.
1943 çулта М.Чернова фронтран Хĕрлĕ Çар офицерĕсене хатĕрлекен Тĕп Штаб çумĕнчи аслă шкула вĕренме яраççĕ. Кунтан вĕренсе тухсан 1944 çулта 2-мĕш Украина фрончĕн 40-мĕш армийĕн штабĕнчи 1-мĕш разведуйрăмăн начальникĕн пулăшуçи пулма çирĕплетеççĕ Елчĕк район каччине. Тăшмана хĕвел анăç еннелле хăваласа хамăрăн тĕрлĕ хулана, Польша, Румыни, Венгри, Чехословаки çĕршывĕсене тăшман тыткăнĕнчен хăтарса паттăрлăхпа палăрнăшăн Михаил Чернова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I тата II степень орденĕсемпе, Венгри халăхĕн орденĕпе, чылай медальпе наградăланă. Аслă Çĕнтерĕве Прага хулинче кĕтсе илнĕ вăл.
Аслă пичче Иван Никифорович та вăрçа çак хулара вĕçленĕ. Михаил адрес тăрăх аслă пичче тăракан чаçе шыраса тупнă, тĕл пулсан вĕсене 3 талăка «увольнени» панă. Вăрçăран сывă юлнă икĕ пĕр тăван ялтан темиçе пин çухрăм аякра пĕр-пĕрне курсан мĕнле савăннине каласа та пĕтереймĕн, пĕрле сăн ÿкерттерсе ярса пачĕç вĕсем пире.
Михаил вăрçă чарăнсан та 1946-1950 çулсенче Совет çарĕсен 40-мĕш арминче штабри разведка уйрăмĕн начальникĕн пулăшуçинче службăра тăрать.
Вăрçă чарăнсанах фронтра пĕрле пулнă, Иваново хулинче çуралса ÿснĕ Антонина Цветковăпа çемье çавăрать тете. 1954 çулхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче юлашки хут яла анне патне отпуска килсе кайрĕ, мăшăрĕ ачисем çамрăк пулнипе Легница хулинчех юлнăччĕ ун чухне.
Эпĕ вăл вăхăтра Елчĕк шкулĕнче вĕрентекенре тăрăшаттăмччĕ, мăшăрпа район центрĕнче пурăнаттăмăрччĕ. Пичче пирĕн патăмăрта та икĕ кун хăналанчĕ. Çывăх тусĕсемпе – парти райкомĕн секретарĕнче ĕçлекен Шакуровпа, педтехникумра пĕрле вĕреннĕ Патреккелти А.Енейкинпа тĕл пулчĕ вăл ун чухне. Михаил служба пирки нимех те каласа кăтратмастчĕ, тен, разведчиксен ĕçĕ пирки калаçма юраман та пулĕ. Ăнсăртран анчах: «Польша халăхĕ пирĕн майлă, анчах та поляксенчен хăш та пĕри эпир вĕсене фашистсенчен хăтарассишĕн юн тăкнине час манчĕ», — тесе калани асра юлчĕ.
Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр сывă тухрĕ пулин те мирлĕ пурнăçпа савăнса пурăнма пÿрмерĕ ăна шăпа. 1955 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче çивĕч задани пурнăçланă чух М.Чернов гварди полковникĕн пурнăçĕ татăлни пирки хыпар çитерчĕç пире çар комиссариатĕнчен, мăшăрĕпе икĕ çамрăк хĕр ачи тăлăха юлчĕç. Ăна Легница хулинче вăрçă вăхăтĕнче тата каярах вилнĕ совет çыннисен масарĕнче пытарса палăк лартрĕç.
2009 çулта ашшĕн вил тăприйĕ çинче пулса курас тĕллевпе Валентина хĕрĕ аслă ывăлĕпе Польшăри Легница хулине каяççĕ те, вĕсем пынă тĕле пысăк масар та, палăксем те çуккине курсан питĕ тĕлĕнеççĕ. Масар вырăнĕнче мрамор плита, унта 219 хушамат анчах çырса хунине, вĕсен хушшинче хăйсен ашшĕн тата кукашшĕн ячĕ çуккине асăрхаççĕ вĕсем. Масар администрацийĕ те, хула администрацийĕ те вĕсен ыйтăвĕ çине татăклă хурав парайман. Тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, тивĕçлĕ органсемпе çыхăннă пулсан та М.Чернвăн ятне мрамор плита çине çырса хурас ĕç вăраха тăсăлнă. Юлашкинчен Иваново хулин сенаторĕн Юрий Смирновăн тата çĕршыври ытти яваплă çынсен пысăк тăрăшулăхне пула анчах 1911 çулта Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн вăрçă паттăрĕн ятне мрамор плита çине çырса хураççĕ. Çакăн пек йывăр та пархатарлă ĕçе вĕçне çитерме пулăшнăшăн Юрий Смирнова чĕререн пысăк тав сăмахĕ калатпăр.
Йывăр хуйха тÿссе ирттернĕ хыççăн пиччен çемйи Иваново хулине куçса килчĕ, вĕсене тÿрех хваттерпе тивĕçтерчĕç кунта. Инке – Антонина Чернова чылай çул çак хулари пĕр больницăра медсестрара тăрăшрĕ. Анчах та унăн та пурнăçĕ кĕске пулчĕ – пĕр ирхине ĕçе кайнă чух автомашина çапса хăварнăран вăл та пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Хĕрĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илчĕç, Валентина çемйипе çак хуларах пурăнать, Таня хĕрĕпе АПШ çĕршывĕнче ?тăван тăрăха кашни çулах килет вăл/. Вĕсемпе çыхăнăва çухатмастпăр.
Петр ЧЕРНОВ,
СССР халăх учителĕ.