Среда, 30 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Шÿтлени» хака ларать

«Шÿтлени» хака ларать

Чăваш Енре взрыв хатĕрĕ хуни пирки пĕлтерекен ултавлă шăнкăравсем йышланнă. Уголовлă кодексăн 207 статйипе хаклакан преступленисене 2015 çулта 7 шута илнĕ, 2016 çулта – 6, пĕлтĕр вара – 24. Кăçал çакăн евĕр 11 преступление регистрациленĕ.

Çакнашкал утăма тунин сăлтавĕ тĕрлĕ: çапла майпа пĕлĕшĕсене е тăванĕсене тавăраççĕ, ятарлă службăсен хатĕрлĕхне «тĕрĕслеççĕ» е пĕр сăлтавсăр шăнкăравласа «шÿтлеççĕ». Ытларах чухне ниçта та ĕçлемен çынсем е ÿсĕрсем. Пĕр тĕслĕхре çын психика тĕлĕшĕнчен чирли палăрнă. Иртнĕ çул «Бомба хунă» объектсенчи çынсене 13 хут эвакуацилеме тивнĕ. Çакăн евĕр «шÿтсемшĕн» тивекен айăплав çирĕп: штраф виçи 2 миллион тенкĕ таран, е 10 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ.

А.АЛЕКСЕЕВ,
полицин Елчĕкри пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code