Çĕнĕ çула тата Раштав уявĕсене кĕтсе илме хатĕрленнĕ май районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен территорийĕсене уяв сĕмĕ кĕртесси кунран-кун анлăланса пырать. Ку чухне чи лайăххисене палăртас тата хавхалантарас тĕллевпе районта «Çĕнĕ çул çутисем» конкурс йĕркелени те вĕсене çак ĕçе пысăк хастарлăхпа хутшăнма хистет мар-и?
Çĕнĕ çул илемне кÿрессипе уйрăмах предпринимательсем ăнăçлă ĕçленине палăртас килет. Сăн ÿкерчĕкри Ершовсем – Владимирпа Татьяна пирки калас пулсан та, предпринимательсем хушшинче йĕркелекен районти конкурса кашни хутĕнче пысăк пуçарулăхпа хутшăнаканскерсем, пĕрре анчах мар призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Кăçал та вĕсен малтисен ретĕнче пулас шанăçĕ пысăк. Мĕншĕн тесен хуçалăхра куллен кирлĕ таварсемпе тата строительство материалĕсемпе суту-илÿ тăвакан «Арсенал» лавкка территорийĕ мĕн пур енчен ялтăр çутăпа анчах çуталса ларать. Çĕрлехи вăхăтра кунта тата илемлĕрех! Юр кÿлеписем те нумай, чăн-чăн юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйăнчĕ: Хĕл Мучипе Юр Пике кивĕ çулталăка ăсатса янине алăк умнех вырнаçтарнă ула йытă ĕненмелле çирĕплетсе парать. 2019 çул вара – сарă çĕр сыснин çулталăкĕ. Çак ырă та ачаш чĕр чунсен – сыснасемпе вĕсен çурисен кÿлеписене вара темиçе те калăплама теветкеллĕх çитернинчен те тĕлĕнмелĕх пур. Çитменнине, вĕсем пурте ăнăçлă, ĕненмелле пулса тухнă…
Светлана АНАТОЛЬЕВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.