Чăваш Республикин энергетика отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕпе – Энергетик кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!
Эсир питĕ кирлĕ ĕç тăватăр, унăн кăтартăвĕсем Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн хăтлă пурнăçĕшĕн те, регионăн пĕтĕ¬мĕшле аталанăвĕшĕн те шутсăр пĕлтерĕшлĕ.
Паян республикăри энергетика комплексĕнче пысăк ăсталăхлă специалистсем ĕçлеççĕ, вĕсем потребительсене энергипе пĕр кăлтăксăр тата шанчăклăн тивĕçтерсе тăраççĕ, промышленноçа кал-кал ÿстерсе пымалли майсем йĕркелеççĕ.
Чăваш Енре энергетика вăй-хăвачĕ çулсерен пысăкланать, отрасль предприятийĕсен производствăпа технологи никĕсĕ çĕне¬лет, малта пыракан технологисем ĕçе кĕреççĕ, генерацилекен çĕнĕ хăватсем хута каяççĕ. Çакă сире энергипе усă курассин калă¬пăшĕсем хăвăрт ÿссе пыракан лару-тăрура умри пĕтĕм тĕллеве ăнăçлăн татса пама май парать тата экономикăн чăн секторне аталантарма лайăх майсем тăвать.
Мĕнпур энергетика çăмăл мар ĕçшĕн тата професси ăста¬лăхĕшĕн тав тăватăп.
Çирĕп сывлăх, телей, ырлăх, тухăçлă та кăлтăксăр ĕçлеме тата Чăваш Енпе аслă çĕршывăмăр ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçĕрте çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ
Уважаемые работники и ветераны энергетической отрасли Чувашской Республики!
От всей души поздравляю вас с профессиональным праздником – Днём энергетика!
Вы делаете важную работу, результаты которой имеют огромное значение для комфортной жизни каждого жителя Чувашии и в целом развития региона.
Сегодня в энергетическом комплексе республики работают высококвалифицированные специалисты, которые обеспечивают бесперебойное и надежное энергоснабжение потребителей, создают условия для динамичного роста промышленности.
Ежегодно наращивается энергетический потенциал Чувашии, обновляется производственно-технологическая база предприятий отрасли, внедряются передовые технологии, вводятся в строй новые генерирующие мощности. Это позволяет вам успешно справляться со всеми поставленными задачами в условиях быстрого роста объемов потребления энергии и создает благоприятные условия для развития реального сектора экономики.
Благодарю всех энергетиков за нелегкий труд и профессионализм.
Желаю крепкого здоровья, счастья, благополучия, стабильной и безаварийной работы и новых профессиональных достижений на благо Чувашии и нашей великой страны!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики