Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Сайтсене чарса лартаççĕ

Сайтсене чарса лартаççĕ

Çут çанталăк сыхлавĕн прокуратурин хушăвĕпе калама юраман информацисен сайчĕсене чарса лартаççĕ.

Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлавĕн прокуратури Интернет сетьсен мониторингне ирттернĕ май сайра тĕл пулакан чĕр чуна, Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ Кĕнекине кĕртнĕ ту кушакне /снежный барс/ сутни çинчен пĕлтерекен информацие тупса палăртнă.

Интернет сетьсенче çакăн йышши информацие вырнаçтарни «Информаци, информаци технологийĕсем тата информацие сыхласси çинчен» калакан Федераллă саккунпа килĕшсе тăмасть. Хĕрлĕ Кĕнекене кĕртнĕ чĕр чунсене тытнăшăн, сутнăшăн РФ Уголовлă Кодексĕн 258.1 пайĕпе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçараççĕ: 3 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ тата 1 миллион тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code