Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ черетлĕ ĕçлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта район пурнăçĕпе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусене пăхса тухрĕç.
Канашлу хальхи тапхăрти çивĕч ыйтуран – коммуналлă хытă каяшпа çыхăннăскертен пуçланчĕ. Ун пирки «МВК «Экоцентр» сахал яваплă обществăн Елчĕк районĕнчи клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова чарăнса тăчĕ. Çÿп-çапшăн уйрăм çынсем çеç мар, пĕтĕм предприяти, организаци тÿлемелли те паллă ĕнтĕ. Ĕç коллективĕсенче хăйсен уйрăм контейнер пулмалла, вара ун чухне кăна регион операторĕпе килĕшÿ тума пултарĕç.
Кил-хуçалăхра кулленхи юсав ĕçĕсенчен кирлĕ мар ăпăр-тапăр пуçтарăнатех. Анчах пысăк калăпăшлă япаласене, тĕслĕхрен, линолеума, алăк курупкисене, чÿрече рамисене, вĕсем 50 сантиметртан вăрăмрах пулсан, тиемессе те пултараççĕ. Тепĕр тесен, кусене иккĕмĕш «пурнăç» та пама пулать-çке ял условийĕсенче.
Ял тăрăхĕсенче, çав шутра район центрĕнче те, хытă каяшсене вăхăтлăх пухса пымалли лаптăксен çĕнĕ вырăнĕсене палăртнă ĕнтĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне кашни ялтах пĕрешкел пĕрер площадка хатĕрлесе вырнаçтармаллине тĕллевлесех каларĕ. Ку тĕлĕшпе Таяпа Энтрисен тĕслĕхĕпе усă курма сĕнчĕ.
Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен тĕлĕшри иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пай пуçлăхĕ Марина Павлова каласа пачĕ. Асăннă отрасльте, тÿрех палăртмалла, юлашки çулсенче мал енне чылай улшăну пулса иртнĕ. Муниципаллă пурлăх реестрĕнче 38 юридика сăпатне, 364 çĕр лаптăкне, 375 куçман, 4755 куçнă пурлăх объекчĕсене шута илнĕ. Пĕтĕмпе çĕр лаптăкĕсемлĕ 9 здание, 3 транспорт хатĕрне приватизациленĕ. Муниципаллă пурлăхран тата çĕр лаптăкĕсенчен 2018 çулта бюджета пырса кĕнĕ тупăш 11 миллион та 512 пин тенкĕпе танлашнă, 2017 çулта – 8 млн та 819 пин. Ÿсĕм 130 процентпа шайлашнă. Районта çĕрĕн 1322 лаптăкĕ /14600 гектар/ арендăра, тара панă çĕртен илнĕ тупăш уйрăмах пысăк – 7 млн та 120 пин тенкĕ. Ял тăрăхĕсенчен Кĕçĕн Таяпасем пĕлтĕр ыттисенчен ăнăçлăрах ĕçленĕ.
Район администрацийĕ çĕрпе çыхăннă пĕтĕм ыйтăва çирĕп контрольлесе тăрать. Иртнĕ çул ку енĕпе 29 тĕрĕслев ирттернĕ май йĕркене пăхăнман 23 тĕслĕх тупса палăртнă. Кăçал тата 35 тĕрĕслев йĕркелеме планланă. Нумай ачаллă 211 çемьене çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕр тивĕçтернĕ. Ку вăл учета илнисен 98 проценчĕ. Кăçал ыттисен тĕлĕшпе те çак ыйтăва туллин татса парĕç.
Район администрацийĕнче уйрăм çынсенчен, тĕрлĕ юридика сăпачĕсенчен регистрациленнĕ çырусене /2 пин ытла/ вăхăтра тишкерсе хуравлаççĕ.
«ДПМК Яльчикское» сахал яваплă общество район территорийĕнче çул-йĕре пăхса тăрас тата строительствăпа çыхăннă тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлас тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем тăвать. Çакă Вячеслав Сядуков директор предприятин иртнĕ çулхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнинчен те уçăмланчĕ.
Çул-йĕр «хуçисем» шефа илнĕ çулсен тăршшĕ – 226 километр, çав шутран 282 метрлă 4 кĕпер. Отчетлă тапхăрта 9 ял тăрăхĕнчи 24 объекта – 8 пин те 604 метр тăршшĕ çула юсанă. Унăн пĕтĕмĕшле сумми 8 млн та 274 пин ытларах. Вăрăмхăвари Центральная тата Лесная урамĕсенче 1523 метр автомобиль çулне хăйăрпа щебень сарса хытарнă, сăмала шĕвекĕпе витернĕ. Ĕçе пурнăçлама 9 млн та 132 пин те 729 тенкĕ расхутланă.
Организаци канализаци пăрăхĕсене вырнаçтарас, çул-йĕр хĕррисене çум курăкран, йывăç-туратран, çÿп-çапран тасатса тăрас тĕлĕшпе те тăрăшса тимлет. Ĕçченсен хастарлăхне хальхи тапхăрта автоçулсене юртан вăхăтра тасатса тăнинчен те куратпăр. Тĕрлĕ калăпăшлă ĕç пурнăçлама кунта пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕп, производствăна хăйсен рационализаторла сĕнĕвĕсене те вăя кĕртеççĕ.
52 çынна пĕрлештерекен предприяти тупăшлă ĕçлет. уйăхри вăтам ĕç укçи 21 пин те 700 тенкĕ – ял условийĕсенче начар мар. Организацире сывă пурнăç йĕркине те çирĕп тытса пыраççĕ.
«Воддорстрой» сахал яваплă общество çулсерен ирттерекен спартакиадăра Елчĕкри çул-йĕр строителĕсем яланах призерсен йышĕнче.