Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пенси. Налук. Ан пултăр тăкак

Пенси. Налук. Ан пултăр тăкак

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ йăлана кĕнĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕнчи тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Халăх ĕçченлĕхне, тăрăшулăхне пула район центрĕ те, ялсем те çулсерен тирпей-илем тĕлĕшĕнчен хăйсен сăн-сăпатне çĕнетсех пыраççĕ. Канашлура Николай Петрович пултаруллисен пĕр ушкăнне уйрăм территорисене симĕслетес, хăтлăлатас енĕпе республикăри смотр-конкурса активлă хутшăннăшăн Чăваш Республикин Строительство министерствин Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Вĕсен йышĕнче: Елчĕкри «Шевле» ача сачĕ /заведующийĕ Наталья Петрова/, «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕ /директорĕ Роберт Григорьев/, Елчĕкри Комсомол урамĕнчи 3-мĕш çурт /старости Елена Кириллова/, Аслă Елчĕкри Геннадий Петровичпа Валентина Григорьевна Вастуловсен хуçалăхĕ. «Спутник-1» сахал яваплă общество директорĕ Василий Чернов нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Тав хутне тивĕçрĕ.

Коммуналлă хытă каяш ыйтăвĕ куллен калаçтарать, тĕрлĕрен ыйтусем çуратать. Çавна май асăннă ĕçе малашне çĕршыв шайĕнчех йĕркелесе тăракан уйрăм тытăм та пулĕ – Раççейри федераллă оператор. Тен, халăхăн хăш-пĕр сийĕшĕн çăмăллатнă йĕркесем те пулĕç, тариф та «çемçелĕ». Хальлĕхе вара çирĕплетнĕ хака пăхăнасах, вăхăтлă тÿлесех пулать. Кая юлсан каю та шăтма пултарĕ – суд приставĕсем килсе алăкран шаккасса кĕтес марччĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ иртнĕ эрнери канашлура кашни ял тăрăхĕнче малтанласа çÿп-çап пухмалли пĕрер площадка туса вырнаçтарма хушнăччĕ. Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Тăрăм, Елчĕк, Лаш Таяпа территорийĕсенче ку ĕçе пурнăçланă. Ятарлă площадкăсем хатĕрлессипе кашни ялпах васкавлăхпа çаврăнăçулăх кăтартмалла ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, шыв-шур пуçланасса кĕтмелле мар. Предприятисемпе организацисенче вара питĕркĕçлĕ контейнерсем пулсан аван.

2018 çулта ял тăрăхĕсен бюджечĕн тĕп кăтартăвĕсем еплерех пулнă-ха? Çак ыйту тавра район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина калаçрĕ. Отчетлă тапхăрта ял тăрăхĕсен бюджетне пĕтĕмпе 63 миллион та 873,5 пин тенкĕ тупăш пырса кĕнĕ, ку вăл 2017 çулхипе танлаштарсан 10 млн та 232,5 пин тенкĕ – 19,1 процент ытларах. Çак шутран налук тата налук мар тупăш шайĕ те 14,3 процент 2017 çулхинчен нумайрах. Районшăн начар мар кăтарту.

Кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ налук пуçтарассине тивĕçлипе йĕркелемелле, мĕншĕн тесен вырăнти кассăна та пуянлатать-çке вăл. Тĕп çăл куç – пурлăх тата çĕр налукĕ пĕлтĕр 2017 çулхинчен ытларах /0,6 процент/ пухăннă. Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа, Курнавăш ял тăрăхĕсен хальлĕхе ку тĕлĕшпе кăтартусем чухăнрах. Тăрăмсем пуринчен те ăнăçлăрах ĕçленĕ – 17,5 процент.

Транспорт налукĕн тÿпи ял тăрăхĕсен бюджетне пачах хывăнмасть, унăн 10 проценчĕ район, ытти пайĕ республика бюджетне кĕрет. Иртнĕ çул кăтартăвĕпе ку сферăра парăмсен проценчĕ 2,6 чакнă пулин те, малалла та талпăнса тăрăшни кирлех.

Тăкаксен сумми пĕлтĕр 61 млн та 118,7 пин тенкĕлĕх пулнă, 2017 çулхинчен 10,2 процент ытларах. Кĕçĕн Таяпа /49,5 процент/, Елчĕк /22,2 процент/, Çирĕклĕ Шăхаль /20,4 процент/ ял тăрăхĕсем уйрăмах «палăрнă» ку тĕлĕшпе. Чи пĕчĕк тăкакпа ĕçлени – Тăрăм ял тăрăхĕ.

Пенси фончĕн районти клиент службин ертÿçи Зинаида Яковлева страховани пенсийĕ пирки сăмах хускатрĕ. 2018 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 350-ФЗ номерлĕ Федераллă законпа килĕшÿллĕн ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсийĕ 7,05 процент ÿснĕ. Ял хуçалăх производствинче 30 çул е ытларах ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем патшалăх паракан пулăшăва тивĕçĕç, вĕсене 25 процент хушса тÿлĕç. Пĕтĕм хушăмсене шутласан Чăваш Енре пенсин вăтам сумми 1039 тенкĕ ÿсет.

Кăçал 37 çул ĕç стажĕ пуçтарнă хĕрарăмсем 55 çултах пенсие тухма пултарĕç, арçынсем, 42 çул ĕç стажĕ пур тăк, 60-та тухĕç.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code