Чăваш Республикинче 26,4 пин ĕçлемен пенсионер федерацин социаллă хушма тÿлевне илсе тăрать. Унăн вăтам виçи 2 пин тенкĕпе танлашать.
Ĕçлемен пенсионерăн тупăшĕ /пенси тата уйăхри ытти тÿлевсем, çав шутра çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата телефон тăкакĕсемшĕн паракан компенсацисем/ пенсионерăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçинчен сахалрах пулсан хушма тÿлеве çирĕплетеççĕ. Унăн виçине пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе тупăш хушшинчи уйрăмлăха пăхса палăртаççĕ. Çапла майпа ĕçлемен пенсионерсене регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçе шайĕнчен сахал мар укçа-тенкĕпе тивĕçтереççĕ.
Чăваш Республикинче пенсионерăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçе 2019 çулта та, пĕлтĕрхи пекех, 7953 тенкĕпе танлашать. Ĕçлемен пенсионерăн тупăшĕ çак виçерен пĕчĕкрех тĕк çав шая çитерме социаллă тÿлев çирĕплетеççĕ.
Январь уйăхĕнче ÿстернĕ хыççăн /7,05 процентлă индексаци тата ял стажĕн хушăмĕ/ Чăваш Республикинче 6,3 пин ĕçлемен пенсионерăн страховани пенсийĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен иртнĕ.
Тĕслĕхрен, 2018 çулта ĕçлемен пенсионер 7500 тенкĕ пенси тата 453 тенкĕ социаллă тÿлев – пĕтĕмпе 7953 тенкĕ – илнĕ. Январь уйăхĕнче 7,05 процент индексациленĕ хыççăн пенси 528,75 тенкĕ /7500х 0,0705/ ÿснĕ, 8028,75 тенке çитнĕ. Çакă Чăваш Республикинче пенсионерăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пысăкрах.
Çав вăхăтрах январьти индексаци хыççăн 26,4 пин ĕçлемен пенсионерăн тупăшĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен иртмен. Çавна май вĕсем малашне те социаллă тÿлеве илсе тăрĕç. Тĕпрен илсен, çак йыша социаллă пенси тата тăрантарса пурăнакана çухатнăшăн страховани пенсийĕ илекенсем кĕреççĕ.
Тĕслĕхрен, 2018 çулта ĕçлемен пенсионер 7000 тенкĕ пенси тата 953 тенкĕ социаллă тÿлев – пĕтĕмпе 7953 тенкĕ – илнĕ. Январь уйăхĕнче 7,05 процент индексациленĕ хыççăн унăн пенсийĕ 493,5 тенкĕ ÿснĕ, 7493,5 пин тенкĕпе танлашнă. Пурăнмалли чи пĕчĕк виçе шайне çитерме ăна 495,5 тенкĕ социаллă тÿлев параççĕ. Тĕпрен илсен, пенсионер 2019 çулхи январь уйăхĕнчен çав укçанах – 7953 тенкĕ /7493,5+459,5/ – илет.
Пенсисене тата социаллă тÿлеве кирек хăçан ÿстернĕ хыççăн та социаллă хушма тÿлевĕн виçине çÿлерех кăтартнă йĕркепех шутласа палăртаççĕ. Февралĕн 1-мĕшĕнчен федераци çăмăллăхçисен уйăхсерен паракан тÿлевĕсем, апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем ÿсеççĕ.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби.