Февралĕн 20-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Федераци Пухăвне уçă Çырупа тухрĕ. Çĕршыв ертÿçин сăмахне яланхиллех питĕ тĕплĕн итлерĕмĕр, мĕншĕн тесен унта пирĕн аслă çĕршывăмăрăн аталанăвне яр уççăн кăтартса панă. Тĕп шухăш – демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, çамрăксене тата нумай ачаллă çемьесене пулăшу парасси. Владимир Владимирович ял хуçалăхĕн, сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ, промышленность, оборона аталанăвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Экологи ыйтăвĕ çине çĕршыв шайĕнче пысăк тимлĕх уйăрни те хальччен пулман. Пирĕн пурте пĕрле кар тăрса хытă каяшсене пуçтарса тирпейлемелли ĕçе пурнăçа кĕртмелле. Ку енĕпе эпир районта ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Федераци Пухăвне янă çырăвĕ – пире малашлăхра ĕçлеме çул кăтартса пыракан программа. Эпир хамăр енчен палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçлама тăрăшăпăр.
Главная > Новости республики > Глава администрации к посланию Президента Федеральному собранию Российской Федерации