Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă.
Вĕренÿ тытăмĕн ĕç-хĕлне, тĕпрен илсен, икĕ кăтартупа хаклаççĕ: патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕпе тата предмет олимпиадисемпе. Иккĕмĕшĕ çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Леонард Левый чарăнса тăчĕ те ĕнтĕ.
Район шайĕнче олимпиадăсем 20 предметпа иртнĕ, вĕсене 944 вĕренекен /2017 çулта – 925/ хутшăннă. Малти виçĕ вырăна Кивĕ Эйпеçри тĕп, Кушкăри, Елчĕкри вăтам шкулсем йышăннă. Юлашки çулсенче асăннă ăслăлăх тĕрĕслевне тухăçлăхне кура хаклаççĕ. Кивĕ Эйпеçсен вăл чи пысăкки – 23,81 процент. Вĕсен олимпиадăсенче пулнă 21 ачаран 5-шĕ çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕни çакнашкал кăтарту панă. Тĕмер /3,57 процент/, Патреккел /7,41/, Аслă Таяпа /7,69/, Аслă Епчĕк /8,16/ шкул коллективĕсен вара çитменлĕхсене шута илсе пултаруллă ачасемпе тĕллевлĕн ĕçлессине тĕпе хумалла.
Регион тапхăрĕнчи олимпиадăсенче районти 46 вĕренекен хăйĕн пĕлĕвĕпе тавракурăмне тĕрĕсленĕ пулсан, вĕсенчен 18-шĕ çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕме пултарнă. Кунта виçĕ коллективăн – Елчĕкри /9 вырăн/, Çирĕклĕ Шăхальти /7/, Лаш Таяпари /2/ вăтам шкулсен тÿпи çырăннă. Уйрăм вĕренекенсенчен Кирилл Чернов /Çирĕклĕ Шăхаль/ 4, Екатерина Агеева /Елчĕк/ 3, Мария Михеевăпа /Лаш Таяпа/ Анатолий Нягин /Елчĕк/ 2-шер предметпа палăрнă.
Çакна та палăртма кăмăллă: пирĕн район регионти ăслăлăх тупăшăвĕн кăтартăвĕпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем хыççăн виççĕмĕш вырăна тухнă. Ĕçĕн тухăçлăхĕпе вара, иртнĕ çулхи пекех, пĕрремĕш!
Чунĕсене парса ĕçлекен пуçаруллă педагогсем пулнăран Елчĕк районĕн ячĕ-сумĕ Раççее те саланчĕ – 2010 çултанпа юлашки тапхăрти предмет олимпиадисен ăнăçлăхĕпе 7 вĕренекен савăнтарчĕ. Вĕсем те маларах асăннă шкулсенченех…
Район администрацийĕн капиталлă строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе унăн пуçлăхĕ Николай Петров паллаштарчĕ. Цифрăсем çакăн çинчен калаççĕ: пĕлтĕр районта 1176 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, тĕрлĕ программăпа усă курса 23 çемье хăйсен кил-çуртне çĕнетнĕ. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас, вĕсен умĕнчи территорие хăтлăлатас, ялсенче çул сарас е çĕнетес, кĕпер-каçă тăвас тĕлĕшпе те курăмлă ĕçсем пурнăçланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илсе Кавалпа Питтĕпел ялĕсен хушшинчи çула /2 километр та 34 метр/ йĕркене кĕртнине уйрăммăн палăртмалла. Унăн сумми 8 миллион та 950 пин тенкĕпе танлашнă. Вăрăмхăва ялĕнче «Стройэнергосервис» ООО вăйĕпе фельдшерпа акушер пункчĕ /3 млн та 668,5 пин тенкĕлĕх/ хута янă. Кăçалах Вырăскасси тата Таяпа Энтри ялĕсенче те ФАПсем тума плана кĕртнĕ.
Районта хытă каяш пуçтармалли 130 контейнер площадки хатĕрлемелле. Хальлĕхе 14-шне вырнаçтарнă. Ыттисене те вăхăтлă тума май пур – Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви апрелĕн 1-мĕшĕччен конкурс йĕркелет. Унпа килĕшÿллĕн кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси» 7-мĕш номерлĕ указне шута илсе тивĕçлĕ документсем тăратмалла.
Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр тĕрлĕ категорири çынсене пулăшу кÿрессипе тимлет. Учреждени директорĕ Марина Васильева палăртнă тăрăх, коллектив тĕрмерен ирĕке тухнисене «çĕнĕ» пурнăçра адаптациленме, вĕренсе професси илме, ĕçе вырнаçма та пулăшать. Центра учета тăрсан вĕсем 1500-8000 тенкĕ пособи илме пултараççĕ.
Ирĕке тухнисем районта 38-ăн шутланаççĕ. Общество тăнăçлăхĕ çак ушкăнри çынсемпе мĕнле ĕçленинчен килни вăрттăнлăх мар. Вăл, паллах, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тивĕçĕ çеç тени вырăнсăр, кашни ял тăрăхĕн администрацийĕ çак ыйтăва контрольте тытмалла. Профилактика субъекчĕсемпе пĕрле вĕсен пурнăç условийĕсене тĕрĕслесех тăмалла, общество ĕçне явăçтарма тăрăшмалла.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.