Дмитрий Медведев премьер-министр федераллă служащисемпе бюджет организацийĕсенче вăй хуракансен ĕç укçине индексацилесси çинчен хушăва алă пусса çирĕплетнĕ.
«Федераци бюджечĕ тивĕçтерекен çăл куçпа усă курса 2019 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса федераллă служащисемпе бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен шалăвне 4,3 процент ÿстересси пирки мерăсем çирĕплетмелле», – тесе палăртнă документра. Федераллă хысна, бюджет тата автономлă учрежденисенче, патшалăх органĕсенче вăй хуракансен, çар чаçĕсен гражданла персоналĕн ĕç укçине ÿстереççĕ.