Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Салтака каясран пăрăннă

Салтака каясран пăрăннă

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен черетлĕ çурхи призыв тапхăрĕ пуçланать. Çавна май Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕлтĕр тата кăçал çар службине тăрассинчен пăрăннă çамрăксем тĕлĕшĕпе Раççей Федерацийĕн уголовнăй кодексĕн 328 статйин 1-мĕш пайĕпе пуçарнă уголовнăй ĕçсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ.

РФ Конституцийĕн 59 статйинче çапла палăртнă: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси кашни гражданинăн тĕп тивĕçĕ. Çак тивĕçе пурнăçлассинчен пăрăннăшăн уголовнăй майпа явап тыттараççĕ: е 2 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма, е 200 пин тенкĕ таран штрафлама, е 2 çул таран ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме пултараççĕ.

2018 çулта çар тивĕçне пурнăçласран пăрăннăшăн 1 уголовлă ĕç пуçарнă. Патăрьелте пурăнакан йĕкĕт çар ретне тăма юрăхлă пулни çирĕпленсен те призывпа çыхăннă мероприятисене хутшăнман, алла повестка илсен çар комиссариатне пĕрре те пыман. Çапла майпа каччă тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарма тивнĕ.

Çамрăксен çакна та асрах тытмалла. Салтак ретне тăрасран пăрăннăшăн тивнĕ айăплав çар тивĕçне пурнăçласран хăтармасть. Айăплав вăхăчĕ вĕçленсен çамрăка пурпĕрех салтака илсе кайĕç.

Т.ПРЫГУНОВА,
следователь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code