«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн автомашинăпа трактор паркĕнче ĕнер пĕр харăсах икĕ комисси пулса курнă: акана хутшăнакан агрегатсене патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларасси иртнĕ, уй-хирти ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмĕшле илсен мĕнле хатĕрленнине хак панă.
Апла пулин те çын пурнăçĕпе тата сывлăхĕпе çыхăннă инкек-синкекпе тĕл пуласран асăрханассипе, вĕсене сирсе ярассипе çыхăннă мероприятисене тивĕçлипе йĕркелесе пырассине кооператив правленийĕ малти вырăнти тĕп ĕçсен шутне хурать. Ĕç сыхлавĕ енĕпе тимлекен специалист Николай Тимофеев:
– Ĕçре инкек сиксе тухсан пысăк кăтартусем те куçа курăнмĕç, – тет. Тĕрĕс сăмахсем. Çавăнпа вĕсемпе тĕл пуласран малтан асăрханмалла.
Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене çулталăк тăршшĕпех тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пынине пĕлетпĕр. Производствăра вăй хуракансем саккунпа килĕшÿллĕн палăртнă 32 сехетлĕх вĕренÿ программине иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнчен тытăнсах «шĕкĕлченĕ». Çитес кунсенче комисси экзаменсем йышăнма хатĕрленет.
Кашни участокра ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе тимлекен уполномоченнăйсене çирĕплетнĕ. Ку чухне инкек-синкекпе тĕл пуласран вăхăтра асăрхаттарассипе пĕрлех ĕçлекенсен интересĕсене хÿтĕлеме, тавлашуллă ыйтусене татса парассине хутшăнма ытларах майсем пур. Ирина Аввакумова, Зоя Алексеева, Вячеслав Мясников, Алевтина Мясникова уполномоченнăйсем хăйсен тивĕçĕсене лайăх ăнланаççĕ. Уполномоченнăйсене, участоксенчи ытти ертÿçĕсемпе пĕрле, кашни 3 çулта пĕр хутчен Шупашкарти «Нива» вĕренÿ центрĕн» никĕсĕ çинче хушма пĕлÿ парассине йĕркеленĕ.
Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа тата инкек-синкексĕр ирттерсе ярас тĕллевпе ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсемпе водительсем, тырă им-çамлама хутшăнакансем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Медкомисси тухассине юлашки икĕ çулта уйрăмах меллĕ йĕркелеме пултарнине те уйрăммăн аса илмелле. Районти тĕп больницăри тухтăрсем ĕçченсен сывлăхне вырăна тухса тĕрĕслеççĕ. Çакă ĕçлĕ çынсен вăхăтне перекетлеме май парать.
Механизаторсемпе водительсене палăртнă нормăсемпе килĕшÿллĕн уйрăм хÿтлĕх хатĕрĕсемпе – аптечкăсемпе, огнетушительсемпе, ĕç тумтирĕсемпе тивĕçтернĕ.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист Николай Тимофеев, Владимир Мясников, Михаил Александров механизаторсемпе тĕл пулнă май, ĕç сыхлавĕ тĕлĕшĕнчи ăнлантару ĕçĕсене йĕркелет.