Тăван Çĕршывăн аслă вăрçи çинчен пин-пин кĕнеке тухнă. Кашни çĕнĕ кăларăм 1941-1945 çулсенче тăшмана çапса аркатма хутшăннă е тылра кунне-çĕрне пăхмасăр пилĕк авнă çынсен кун-çулне мĕнле те пулин урăх енчен уçса парать. Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Сорокин çырнă «Тăлăх арăм минтерĕ» роман пичетленсе тухрĕ. Автор ăна савнисен романĕ тесе палăртать. Тăлăх арăмсен романĕ тесе калама та пулать пуль. Мĕншĕн тесен автор пĕр пысăках мар ялта пурăнакан тăлăх арăмсен пурнăçĕ çинчен каласа парсах çĕршыври темиçе мĕльюн пĕччен хĕрарăмăн хуйхи-суйхине, йывăр шăпине уçса пама пултарнă.
Романри ĕçсем пирĕнпе кÿршĕллĕ республикăри Ешĕл Йăмраллă ятлă чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Унти çынсем православи тĕнне йышăннă, çав вăхăтрах хăйсен авалхи туррисене, ăруран ăрăва куçакан йăлисене тытса пыраççĕ. Вăрçă пуçлансан юратма та, çуратма та пултаракан çамрăк та илемлĕ хĕрсем, хĕрарăмсем тăлăха тăрса юлаççĕ. Вĕсен савнийĕсем, мăшăрĕсем тăшманпа çапăçаççĕ. Ялта вăй питти арçын та юлмасть. Фронтра тăшманпа çапăçас вырăнне ватă-вĕтĕпе хĕрарăмсене хĕстерекен Кабаргаса, НКВД çыннине, чееленсе тылра юлнă Малюçа арçын вырăнне хумăпăр. Ваçилепе унăн тантăшĕсен çак йĕксĕксен мăшкăлне те чăтса пурăнма тивет. Никамран та хÿтлĕх, пулăшу илеймен тăлăх арăмсем минтере куççульпе йĕпетеççĕ, чун ыратăвне унпа пайлаççĕ. «Минтер – çемьери хуйха, чăтайми çухатусене, асапсене чи малтан кураканни», – тет автор. Минтер куççуль ĕçсен те шарламасть, нихăçан та сутмасть. Тус-тантăш пек вăл, санпа пĕр шухăшлăскер, чĕлхесĕрех канаш параканскер.
Çити-çитми пурнăçпа пурăнакан хĕрарăмсен ака-суха туса фронта тăрантармалла, кил-çурт, çемье тытса пымалла, ача-пăча ÿстермелле… Вĕсем туса илекен тыр-пул, аш-пăш, çу, çăмарта – йăлтах фронта каять.
Тылра юлнă хĕрарăмсем йывăр ĕçпе асапланни – литературăра çĕнĕ тема мар. Ешĕл Йăмраллă ялĕнче те пĕтĕм пурнăç вĕсем çинче тытăнса тăрать. Çапах та «Тăлăх арăм минтерĕ» роман авторĕ вĕсенче ĕç лашисене мар, хĕрсемпе хĕрарăмсенех курать, вĕсен черчен чунне уçса пама тăрăшать. Çавăнпа вăл тăлăх арăмсен ыйхăллă мар, хуйхăллă каçĕсене пусăмласа сăнарлать. Мĕн тери йывăр вĕсене юратнă мăшăрĕсене вăрçа кăларса ярасси, ырра шанса, çав вăхăтрах хăраса почтальона кĕтесси, каçсемпе çĕрсене пĕччен ирттересси, ĕмĕр пĕрле пурăнма ĕмĕтленнĕ чи хаклă çын вăрçăра вилни çинчен хура хут илесси, минтере тăварлă куççульпе ислетесси… Хĕрарăмсене вăйран яракан, тăнран кăларакан вилĕм хучĕсем вара пĕрин хыççăн тепри килеççĕ. Тăлăх арăмсем – ялĕпе!
Ытти авторсем халĕччен пит тарăнах уçса паман тепĕр тема пур кĕнекере. Çар ĕçне вĕрентме тесе арçынсене хатĕрленÿ лагерĕсене пухаççĕ. Вĕсене тăрантарма, тумлантарма, пурăнма майсем пуррипе çуккине шута илмесĕр пухса тултараççĕ. Апат-çимĕçпе ăшă тумтир çитменрен салтаксем выçаççĕ, шăнаççĕ, хавшаççĕ, вилеççĕ. Калани пуш сăмах ан пултăр тесе автор илемлĕ произведенирех чăн цифрăсем илсе парать. Тутарстан Республикинчен пухнă салтаксенчен виççĕрĕшĕ, сăмахран, фронта çитеймесĕрех вилнĕ. Упăшки Суслонгер станцийĕнчи лагерьте пулнине пĕлнĕ Ваçиле мăшăрĕ патне кайма тухать. Шартлама сивĕре кÿршĕ республикăри лагере çуран çитиччен мĕн тĕрлĕ асап курмасть пуль мĕскĕн хĕрарăм. Шел, курса юлаймасть савнă çыннине.
Ванюшĕшĕн тем те чăтма-тÿсме хатĕр Ваçиле: Кабаргасран та хăрамасть вăл, кашкăрсенчен те хăтăлать, раштав сиввине те парăнмасть, хуйхăпа та хуçăлмасть… Çынна çын вырăнне хуман системăна çеç çĕнтереймест.
Романра тĕпре тăракан тема – Ваçиле влаçа хирĕç пăлхав çĕклени. Ашшĕсĕр тăрса юлнă арçын ачасем те сухал шăтичченех повесткăсем илме пуçласан кĕнекери тĕп геройăн Ваçилен чăтăмлăхĕ пĕтет. Мĕн пур хĕрарăмсем ячĕпе вăл кĕрешÿ пуçлать. Ун шухăшĕпе, хĕрарăмсем – çĕнĕ пурнăç паракансем. Ачисене вĕсем вăрçăра вĕлерме мар, юратма, савăнса пурăнма, пурнăçа малалла тăсма çуратаççĕ. Енчен те упăшкасене, ывăлсене вăрçă хирĕнче пĕтереççĕ пулсан хĕрарăмсен мĕншĕн-ха ача çуратса нушаланмалла? «Çитет! Ачасене вăрçа ямастпăр, вилме памастпăр!» – тет вăл, хĕрарăмсене ача çуратма пăрахма чĕнет. Упăшкасăр тăрса юлнă хĕрарăмсенчен чылайăшĕ ку шухăшпа килĕшет. Юриех ача почеркĕпе çырнă виçĕ листовка ялта çеç мар, пĕтĕм республикипе шăв-шав çĕклет, Малюçпа Кабаргас пеккисен канăçне илет.
Упăшкине вăрçăра çухатнă Ваçилен çак пăлхавшăн тимĕр тылă витĕр тухма тивет: «халăхăн питĕ хăрушă тăшманне» персе вĕлермелле тăваççĕ, унтан приговора «çемçетеççĕ» – çирĕм пилĕк çуллăх тĕрмене хупса хураççĕ, çыру çÿретме те ирĕк памаççĕ. Тĕрмере тăхăр çул асапланнă хыççăн ăна сăлтавсăр айăпланă тесе ирĕке кăлараççĕ.
Кĕнекере республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен авалтан пыракан йăлисене çырса кăтартнă. Сăмахран, хĕр вăрлас, ачасăр çын нумай ачаллă çемьерен «ача туянас», салтак ачине ăсатас йăласем çав тери интереслĕ. «Асăну» ятлă сыпăкра вилнисене асăнса юпа лартас йăлана мĕн пуçласа вĕçне çитиччен ним сиктермесĕр çырса кăтартнă. Куншăн автора темăран пăрăнса кайнă тесе ятлама çук. Кузнецовсен виçĕ ывăлĕ те вăрçăран таврăнаймасть. Таçти-таçти çапăçу хирĕсенче выртса юлнă ачисен чунĕсене тăван тăрăха тавăрас, ял масарĕ çинче канлĕх тупма пулăшас йăлана туса ирттереççĕ. Виçĕ ывăлне те çухатнă ашшĕ çак йăлана вилнисем умĕнчи тивĕçе пурнăçлас, хуйхăпа хуçăлнă мăшăрĕн, тăлăх арăмсен çурăласла ыратакан чĕрисене кăшт та пулин лăпкăлăх кÿрес шутпа та тăвать.
Романри тата тепĕр самант уйрăмах ăша кĕрсе юлчĕ. Ваçиле пĕррехинче çапла ĕмĕтленет: «Акă вăрçă пĕтет те, çĕнтерÿçĕ салтаксене асăнса лартнă палăксем çумне ĕнене те – Раççей çыннин шанчăклă хăтаруçине – хисеп туса палăк лартĕç». Ахальтен çапла каламасть вăл. Вăрăма пынă вăрçă çулĕсенче тылри халăх выçăллă-тутăллă пурăннă, тыр-пул ÿстерекенсем хăйсем мăян пашалăвĕпе тата çĕр улмипе кăна тытăнкаласа тăнă. Вăй пуррисем ĕне усранă, çуне фронт валли парсан та вĕлтрен е ытти курăк яшкине сĕтпе шуратнă. Вăрçă çулĕсенче шăпах çак выльăх нумай-нумай ачана, хирте е фермăра выçăллă-тутăллă ĕçлекен амăшĕсене, ватта-вĕтте вăхăтсăр вилĕмрен çăлса хăварнă.
Тăлăх арăмăн тĕлĕнмелле ырă чунĕ выльăха та тав тума пĕлет, ăна вăл хăйĕнчен те маларах хурса хаклать. Хăйне, вут чулĕнчен те чăтăмлăрахскерне, арçынсем фронтра юн тăкнă чух черченкĕ хулпуççийĕ çинче пĕтĕм çĕршыва тытса тăнăскерне, кам хакланă-ши; Вăрçăра упăшкисене çухатнă тăлăх арăмсем чăтăмлăхĕпе, паттăрлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе тата пысăк юратăвĕпе чи илемлĕ палăка тивĕçлĕ. Н.Сорокин çырнă «Тăлăх арăм минтерĕ» роман вĕсем ячĕпе лартнă палăк вырăнне пултăр.
Галина МАТВЕЕВА.