Чăн-чăн çуркунне çитнĕ, юр ирĕлнĕ май тĕрлĕ çÿп-çап, ытти таса марлăх куç умне тухать. Çакна асра тытса Чăваш Ен, çав шутра пирĕн район та, ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри экологи хăрушсăрлăхĕн кунĕсене хутшăнать.
Çак тапхăрта регионта массăллă субботниксем ирттерме палăртнă, йăлари хытă каяшсене тата ытти çÿп-çапа пухса тирпейлессипе пурнăçламалли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Тăван тавралăха симĕслентересси – тĕрлĕрен йывăçсен хунавĕсене лартса хăварасси те кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри шутланать. Вăрмансене упрассипе, юхан шывсене тасатассипе вĕсен территорийĕсене тирпейлесе тăрассипе çыхăннă самантсем те пĕлтерĕшлĕ.