Ялпа çыхăннă ыйтусене малашне те тĕллевлĕ татса парасси приоритетлă задачăсенчен пĕри пулни шанăç çуратать. Уйрăм категорири çынсем – ватăсем, сусăрсем, тăлăх ачасем, сахал тупăшлă çемьесем тăтăшах тимлĕхре пулни, çамрăк специалистсене ĕçпе тивĕçтерни, ĕç укçи тÿлевне кирлĕ шайра йĕркелени социаллă политикăри тĕп çул-йĕр çирĕплĕхне палăртать.
Арçынсен сывлăхĕ, вĕсен пурнăç тăршшĕ пирки калаçнă май, асăннă ыйтун çивĕчлĕхне чакармалла мар: муниципалитет шайĕнче те çине тăрса ĕçлемелле.
Чăваш Ен çĕрсене шута илессипе Раççей шайĕнче малтисен йышĕнче пулсан, Елчĕк районĕ, калас пулать, çĕрпе тухăçлă усă курассинче тĕслĕх. Пĕр тăваткал метр çĕр те ахаль выртмалла мар. Республикăри ытти районсенче мĕнлерех ĕçлеççĕ-ши çак проблемăпа;
Коммуналлă хытă каяша турттарса тухассине централизацилени ялти халăхăн культурине те йĕркелеме пулăшĕ, анчах татса памалли ыйтусем те сахал мар: пулăшу хакĕ калаçтарать, квитанцисене çынсен ытларах пайĕ тÿлемест, çÿп-çапа графикпа килĕшÿллĕн турттарса тухмаççĕ…
112 васкавлă пулăшу номерне ачасен çеç мар, çитĕннисен те питĕ лайăх пĕлмелле, вĕсен хушшинче те профилактика ĕçне вăйлатмалла, мĕншĕн тесен пушар аслисен айăпĕпе /район статистикипе/ ытларах тухать…
Н.Малышкин,
«Елчĕк ен» район хаçачĕн тĕп редакторĕ.