Анатри Тимешре çуралнă, Елчĕкре пурăнакан Николай Никифоров, пилĕк ачаллă çемьере ÿснĕскер, час-часах çакна аса илет. «Анне, хăй йывăр чиртен сывалаймассине чунĕпе сиссе пулĕ, пĕр кунхине аттене вырăнĕ патне чĕнсе илчĕ те, чĕтревлĕ сассипе çапла каларĕ: «Каçар, Ананий, пуриншĕн те. Сана, вăрçă вучĕ витĕр тухнăскере, пĕри тепринчен пĕчĕк пилĕк ачана ÿстерме питĕ йывăр пулать. Çавăнпа та хамăрăн çывăх çыннăмăра Ульхана чĕппĕмĕрсене пĕрле пăхма йыхравла. Вăл, мăшăрсăрах хĕр ÿстерекенскер, манăн пехиле хирĕç пулмĕ тесе шутлатăп…
Эпĕ, вун тăваттăри ача, хам кĕçех аннесĕр юлассине ăнлантăм та ĕсĕклеме пуçларăм.
– Ан йĕр, ывăлăм, эсĕ асли вĕт. Сана та, кĕçĕннисене те Турăран сывлăх яма йăлăнатăп…
Тĕрĕсех каланă иккен анне. Ульха аппа /кĕçех анне теме пуçларăмăр ăна/ аттене те лайăх пăхрĕ, пире те тăван ачи пек юратса йăл илме пулăшрĕ. Ялти шкула пĕтерсе, Пăвари ветеринари техникумĕнче вĕреннĕ чухне, вăл мана çул укçи те, апат-çимĕç те кăмăлтан парса яратчĕ. Шăллăм-йăмăксене те хытă юрататчĕ. Эпир ăна хисеплесе пĕчĕклех ĕçлеме, килте пулăшма тытăннă. Хам каникула таврăнсан аслисемпе пĕрле Елчĕкри хатĕрлев пункчĕ халăхран туяннă выльăхсене Канашри аш-какай комбинатне, çитмĕл-сакăр вунă çухрăма, çуран хăваласа кайни паян та асран тухмасть. Унтан тăван ялта ветпункт заведующийĕнче, ветеринари станцийĕнче тăрăшнă. «Прогресс» колхозра 15 çул ĕçленĕ хушăра куçăмсăр майпа Чăваш ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе тухни те маншăн савăнăç пулчĕ. Каярахпа, çĕршыври пысăк улшăнусен çулĕсенче, «Родина» колхоза ертсе пыни те куç умĕнчех. Туссем урлă минераллă удобрени ытларах туянса вăрлăхпа пĕрле хывни унчченхинчен пысăк тухăç илни, ял çыннисен умĕнчи хуçалăх парăмне татни асра. Атте час-часах: «Йывăрлăхсен умĕнче пуçна ан ус», – тесе хистени паян та вăй парса тăрать пек».
Николай Ананьевич, чылайранпа тивĕçлĕ канура пулин те, мăшăрĕпе çур ĕмĕр пурăннă хушăра, кантур пек пысăк кил-çурт лартса çĕнетме те, пысăк сад чĕртме те, çемьеллĕ пулнă хĕрĕпе ывăлĕсене ырă канашпа та, ĕçпе те пулăшма тăрăшать. Пултаруллă ветеринар тата зооинженер пулнăран касра пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх чирлесен тÿрех унран пулăшу ыйтаççĕ. Çийĕнчех ансатрах операцисем, эрни-эрнипе сиплев ĕçĕ туни те пулать.
Вăл ырă та пуçаруллă çемье пуçĕ пулнипе пĕрлех, обществăллă ĕçрен те пăрăнмасть. Час-часах çуралнă ялĕнчи тирпей-илем ĕçне хутшăнать. Вăл пуçарнипе тата укçа-тенкĕ хывнипе тăватă çул каялла Анатри Тимешре Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксемпе тыл ĕçченĕсене чысласа пĕчĕк палăк лартнă. Унта 120 çын ячĕ кĕнĕ.
А.ТИМОФЕЕВ.
Елена ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕ.