Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паха апат-çимĕç çеç пултăр

Паха апат-çимĕç çеç пултăр

Мĕн çиетпĕр, ачасем валли мĕнрен апат-çимĕç хатĕрлеççĕ? Çак ыйтусен çивĕчлĕхĕ хăçан чакĕ-ши?

Нумаях пулмасть Россельхознадзорăн инспекторĕсен Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн столовăйĕнчи кĕрпе таврашĕ тĕлĕшĕпе иккĕленÿ çуралнă. Ку таварăн хăрушсăрлăхне тата пахалăхне çирĕплетекен документсем пулман унта. Ку чухне кĕрпене ятарласа лабораторире тĕрĕслеттермелле. Телее, çав ушкăнри продукт ГОСТ требованийĕсене тивĕçтернĕ. Апла пулин те документсăр сутнăшăн тата туяннăшăн айăплисене явап тыттарнă.

Çакнашкал йĕркесĕрлĕх ача сачĕсемпе вĕренÿ учрежденийĕсенче тĕл пулакан пĕр тĕслĕх кăна мар. Кăçал тĕрĕслевсем пуçланнă кăна темелле. Пĕлтĕр вара тĕрĕсленĕ 47 социаллă учрежденирен 17-шĕнче саккуна уяманни çиеле тухнă. Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн патшалăх инспекторĕ Светлана Ярусова каласа кăтартнă тăрăх, çÿлерех асăннă тĕслĕхри пек документсем çукки ялан тĕл пулакан йĕркесĕрлĕх. Документсăр тавар пахалăхлă тата хăрушсăрлăхра пулни те иккĕлентерет, паллах.

Пĕлтĕр тĕрĕсленĕ 4,7 тонна тырă таврашĕнчен иккĕленÿллĕ партисенчен проба илсе лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Чăнах та, 122,5 кг тавар ГОСТ требованийĕсене тивĕçтерменнине çирĕплетнĕ экспертиза. Тĕслĕхрен, хăш-пĕр парти ырă мар шăршăллă тата çÿп-çаппа хутăшла пулнă тата ыт. те. Пĕлтĕр Канаш, Вăрмар районĕсенчи, çавăн пекех Шупашкар тата Етĕрне хулисенчи ача сачĕсенче йĕркене пăснине тăрă шыв çине кăларнă. Пахалăхсăр кĕрпепе усă курма та чарнă, паллах. Тепĕр чухне документсем пулсан та унта çырнисем чăнлăхпа пĕр килмен тĕслĕхсем пулкалаççĕ. Маркировка этикеткисĕр кĕрпесем куç тĕлне пулаççĕ. Ку чухне кĕрпене ăçта туса кăларнине тата ăна хăçанччен усă курма юранине ăçтан пĕлĕн; Хăш-пĕр чухне маркировка этикеткинче тулли информаци пулманнине асăрхатăн – кĕрпе ятне тата сортне çырман тата ытти те.

Нумаях пулмасть пахалăха тата хăрушсăрлăха палăртас тĕллевпе республикăри предприятисемпе хуçалăхсенче упранакан 39 пин тонна ытла тырă тата унăн продукцине лабораторисенче тĕпченĕ. Çак шутран 8,318 пин тонна – япăх пахалăхлă тата апат-çимĕçре усă курма хăрушă, тесе пĕтĕмлетнĕ.

Кăлпассире хырăмлăха сиен кÿме пултаракан бактерисем, сырта – ÿсен-тăран çăвĕ

Çÿлерех асăннă тĕслĕхсем – тырă продукчĕ пирки. Шел пулин те ытти апат-çимĕç пахалăхĕ те калаçтарать. Кăçал, сăмахран, Шупашкарти шкулсенчен пĕринче кăлпассире хырăмлăха сиен кÿме пултаракан бактерисем ?кишечные бактерии/ тупса палăртнă. Хальлĕхе 8 соцучрежденире тĕрĕслевсем пулнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, хуçалăх-предприятисенчен илнĕ 138 пробăран 6-шĕ – иккĕленÿллĕ. Сырта хырăмлăха сиен кÿме пултаракан бактерисем тата ăна ÿсен-тăран çăвĕпе хутăштарни палăрнă. Сăмах май, ÿсен-тăран çăвĕ хушнă тĕслĕх пĕлтĕр те пулнăччĕ. Шкулсенче, ача сачĕсенче, интернатсенче, больницăсенче, ача çурчĕсенче ?пĕтĕмпе 30 соцучреждени/ илнĕ 40 пробăран 10-шĕ шăпах ку енчен палăрнă.

Çакна пĕлтерни те вырăнлă пулĕ, республикăра иккĕленÿлли анчах мар, суя продукци те куç тĕлне пулать. Документсем çинче пĕр производитель, продукцин маркировкисем çинче – урăхларах ят, адресĕ те пĕр килмест. Çак тĕлĕшри ĕç-пуçа уçăмлатас тĕллевпе материалсене следстви комитетне çитернĕ.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
управлени ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code