Вулавăш- чăн-чăн аслă шкул,
Унта-чи ҫирĕп ăс-тăн, виҫесĕр мул…
Районти вулакансем, ҫыракансем, библиотека ĕҫченĕсем, тивĕҫлĕ канăва тухнă сумлă ветерансем, хисеплĕ хăнасем Елчĕк районĕн тĕп библиотеки 100 ҫул тултарнине сумлăн уявларĕҫ.
Республика пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Ҫырăвĕнче ăс-хакăл, чун вăйĕ нимрен хаклине палăртрĕ. Ҫапла, кĕнеке сывлăш тата ҫăкăр пекех хаклине чунпа туяҫҫĕ уява хутшăннисем.
Пухăннă хăнасене район администрацийĕн пуҫлăхĕ Н.П.Миллин саламларĕ, общества ĕҫĕнчи хастар библиотекарьсене регионти «Единая Россия» партин Тав ҫырăвĕсемпе чыс турĕ. Ҫавăн пекех килнĕ хăнасене культура, информаципе тивĕҫтерекен пай ертӳҫи З.О.Князева, районти Пенси фончĕн ертӳҫи З.А. Яковлева, Каҫал районĕн библиотека системин ертӳҫи И.П.Ядрова, вулакансен ячĕпе И.П.Иноходов, вырăнти ҫыравҫăсен ячĕпе А.А.Тимофеев саламларĕҫ, парнесемпе чыс турĕҫ.
Ăçтан пуçланса кайнă-ха районти библиотекăсен кун-çулĕ. Упранса юлнă аса илÿсемпе документсенчен çакă курăнать: 1918 çулхи ака уйăхĕнче Теччĕ уесне кĕрекен Кĕçĕн Елчĕк ялĕнче культурăпа çутĕç обществине йĕркеленĕ.
Елчĕкри парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, каярахпа парти обкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ Яков Андреевич Андреев аса илĕвĕнчен: «Елчĕк ялĕнче 2 хутлă, 300 вырăнлă, нумай пÿлĕмлĕ Халăх çурчĕ тума шутласа никĕс янă. Унта вулав çурчĕ, спортзал, ача-пăча библиотекисем тума палăртнă. 1919 çулта Елчĕк халăхĕ валли Теччĕри халăха вĕрентекен пай уесри тĕп библиотекăран чылай кĕнеке тата рояль уйăрса панă. Вара Елчĕкре вулав çурчĕ уçнă. 1920 çул тĕлне Елчĕк тăрăхĕнче 5 вулав çурчĕпе 2 «хĕрлĕ кĕтесре» 9948 кĕнеке пулнă».
Анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула халăх çурчĕ çĕкленсе ларайман. 1921 çулта тунă пайне салатнă, стройматериалсене ытти çĕрте усă курнă. 1925 çулта вара Елчĕкри библиотекăна районти тĕп библиотека статусне панă.
Упранса юлнă библиотека паспортĕнчен: «1949 çулта библиотека Сад урамĕнчи 8-мĕш çуртра вырнаçнă. Ăна керосинпа çутатса тăнă, кăмака хутса ăшăтнă. 21 хаçат, 12 журнал çырăннă».
Районти тĕп библиотекăна тĕрлĕ çулсенче Л.Н.Лисова, В.К.Сидорова, А.Г.Миллин, В.Ф.Беляева ертсе пынă.
1978 çулта районти библиотекăсене пĕрлештерсе 1 библиотека системи йĕркеленĕ. Ертÿçĕ пулма ача-пăча библиотека заведующине, ĕçшĕн çунакан хастар общественницăна А.К.Салабайкинăна шаннă. Каярахпа Л.З.Иванова, ун хыççăн Г.В.Кузнецова Л.А.Зайцева ертсе пынă.
Альбина Ксенофонтовна тăрăшнипе 1979 çулта икĕ хутлă библиотека тума пуçланă. Строительсемпе пĕрле библиотекарьсем те вăй хунă. Кĕске вăхăтрах, 1981 çулхи раштав уйăхĕнче, библиотека çĕнĕ çурта куçнă. «Патшалăх библиотекăсем çине пысăк тимлĕх уйăрать, çапах çÿлтен тăтăшах пулăшасса шанса ларни çителĕксĕр. Хамăрăн та çаврăнăçулăх, хастарлăх кăтартмалла, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле»,- терĕ библиотека системин директор ĕҫĕсене вăхăтлăх туса пыракан СĕНĕСайкина ĕҫре палăрнă библиотекăрьсене Тав ҫырăвĕсемпе чысланă майĕ «Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах шăвать. Кун-çул уттинчен юлмасăр, вăхăтлăх йывăрлăхсене çĕнтерсе библиотека ĕçченĕсене халăхпа влаç хушшинчи çыхăну тата та çирĕплетĕр, уççăнлăх принципĕ вăй илтĕр тесе ĕçлеме йыхравласшăн. Хисеплĕ библиотека ĕçченĕсем, вулакансем, ветерансем сире районти тĕп библиотека 100 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп»,- терĕ ĕҫ ветеранĕ Л.В.Викторова, Ҫĕнĕ Пăва ял библиотекинче ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнăскер.
Библиотека кирек хăçан та халăхăн тавра курăмне тата культурине аталантарас, çитĕнекен ăрăва кĕнеке урлă воспитани парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ инструментсенчен пĕри пулнă.
Библиотека ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕпе чунтан парăнса вулакансене куллен кăсăк хыпарсемпе, пуян содержаниллĕ кĕнекесемпе савăнтарса тăраççĕ. Тăван чĕлхене, культурăна, чăваш халăх йăли-йĕркине сыхласа, упраса тата пуянлатса пырас тĕллевпе малалла ăнтăланаҫҫĕ.
Уява килнисене район администрацин ертӳҫи Н.П.Миллин кану лапамĕпе тĕп стадионти юсав ĕҫĕсемпе паллаштарчĕ.
«Хĕвел» ача сачĕн пĕчĕк артисчĕсем, Таяпа Энтри ял библиотекин вулаканĕсем, Иван Шурбин юрăҫă уява илем кӳчĕҫ.
Администрация Яльчикского района