Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлехи ĕçшĕн – пĕрлехи вăйпа

Пĕрлехи ĕçшĕн – пĕрлехи вăйпа

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлăва хальхинче вĕренÿ, культура учрежденийĕсен ертÿçисене те хутшăнма ыйтни ахальтен мар.

Çакна шута илсен, калаçăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хускатнă ыйтусенчен пуçлани тĕрĕсрех пулĕ. Вăл çак эрнере – шăматкуна палăртнă Акатуй уявĕн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ те, çавна май Раççейри Театр çулталăкне халалланă, кăçалхипе 62-мĕш хут пулакан ĕçпе юрă тата спорт уявне тивĕçлипе, инкек-синкексĕр ирттерсе ярасси пирки татăклăн чарăнса тăчĕ. Мероприятин тулли программине хатĕрлесе çирĕплетнĕ май, унăн чăн пĕлтерĕшне ăнланса çулран-çул чаплăран та чаплă, илемлĕ йĕркелесси пирки сăмах хушрĕ. Леонард Васильевич шухăшĕпе, кирек епле пысăк ĕçе те пĕр-пĕринпе канашласа пурнăçламалла. Ку чухне хăш шайри ертÿçĕ ан пул, хăйĕн усăллă сĕнÿ-канашĕпе оргкомитета тухма ирĕк пур унăн. Пуçаруллă çынсене вара таçта айккинче шырама кирлĕ мар, вĕсем – хамăр хушăмăртах. Россельхозбанк управляющийĕ Алексей Миллин пирки те çапла калама пулать. Вăл темиçе çултанпа Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă уявра ĕлĕкхи çулсене аса илтерекен автомобильсен куравне йĕркелеме хастар хутшăннине пурте пĕлеççĕ. Пархатарлă обществăлла ĕçшĕн ăна район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чыслани çакна тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ.

Акатуйра ял тăрăхĕсемпе пĕрле шкулсен коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма – куравсем йĕркелеме хутшăннине те ырламалла.

– Анчах унăн тĕшши пулмалла, палăртнă тематикăна тĕпе хурса хатĕрлемелле, – тесе палăртрĕ Леонард Левый.

Уяв чун-чĕрери савăк кăмăл-туйăмпа, савăнăçпа асра юлтăр тесен сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан, куçа курăнса килмен инкек-синкекрен сыхланасси пирки те манса каймалла мар. Оргкомитет председателĕ уйрăмах транспорт хатĕрĕсемпе асăрхануллă пулмалли çинчен те чарăнса тăчĕ.

Кăçал çул çитмен икĕ ача тĕлĕшĕпе килсе тухнă сисчĕвлентерекен лару-тăру та районта пурăнакансен чĕрине епле ан ыраттартăр? Çуллахи каникул пуçланнă май, пушшех, ача-пăча пурнăçне, вĕсен хăрушсăрлăхне сыхласси тĕп вырăна тухса тăрать-çке. Ку чухне ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсемпе вырăнсенчи культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсен пĕр чăмăра пĕрлешмелле, çул çитменнисем пушă вăхăта ăçта тата хăш ушкăнра ирттернипе кăсăкланмалла. Пĕр сăмахпа, вĕсене яланах куç тĕлĕнче тытма тăрăшмалла. Çак тĕллевпе культура учрежденийĕсенче çуллахи каникул вăхăтĕнче тĕрлĕрен кăсăклă мероприятисем йĕркелесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çакăншăн пĕтĕм профилактика субъекчĕсем пĕрлехи вăйпа тимлемелле.

…Социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ирина Аникина кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Ен цифрăллă телевидени çине куçнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн хăш-пĕр категорири çынсене /сахал тупăшлă çемьесене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе пĕччен пурăнакан тыл ветеранĕсене/ ятарлă оборудовани туяннин тăкакĕсене саплаштарма компенсаци /1750 тенкĕ таран/ тÿлессин йĕркипе паллаштарчĕ.

Ветеринари станцийĕн тĕп тухтăрĕ Ирина Николаева кайăк-кĕшĕк грипĕнчен асăрханса килти хушма хуçалăхра чăх-чĕп, хур-кăвакал усракан кашни çын ăнланса пурнăçлама тивĕçлĕ профилактика мероприятийĕсем çинчен чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çулхи тĕслĕхпе тĕл пулас мар тесен йĕркене пăхăнма тиветех…

Канашлура ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те сÿтсе явнă.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code