2019 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 13 сехетчен Елчĕк район администрацийĕн ларусен пĕчĕк залĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчи саккунсене пăхăнассипе çыхăннă ыйтусемпе граждансене йышăнаççĕ.
Халăхпа Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, район прокурорĕ С.Фирсов, «Стройэнергосервис» ООО директорĕ А.Нягин, «Спутник-1» ООО тĕп директорĕ Ю.Амасев тĕл пулĕç.
Маларах 2-53-81, 2-50-05, 2-59-05 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа çырăнма ыйтатпăр.
Д.МИХАЙЛОВ,
Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи, 3 класлă юрист.