Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Соцсетьсенче сыхлануллă-и эпир?

Соцсетьсенче сыхлануллă-и эпир?

Интернетри хăрушсăрлăх пирки ачасем анчах мар, чылай чухне аслисем те пĕлсе çитереймеççĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр сĕнÿсене ăша хывни усăллă.

Чи ансат йĕрке – социаллă çыхăну сечĕсенче хамăр пирки нумай информаци пĕлтермелле мар. Çакă тепĕр çын ячĕпе пытанса тĕрлĕ информаци «вăрлакан» преступниксенчен, киревсĕр шухăшлă çынсенчен упранма пулăшать. Палламан çынсемпе хутшăнма та тăхтăр. Хăйсен страницисене çамрăк та илĕртÿллĕ яшсемпе хĕрсен, арçынсемпе хĕрарăмсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă преступниксем çырусем урлă шанăçа кĕрсе хăйсене кирлĕ информаци пухаççĕ. Çак информаципе кайран хамăра хирĕç усă курма пултараççĕ вĕсем.

Çавăн пекех страницăсенче çынна хурласа çырасран, форумсенче пĕр-пĕрне киревсĕр сăмахсемпе хăртасран, тавлашăва кĕресрен сыхланăр.

Пĕлменни яваплăхран хăтармасть. Тепĕр çын паролĕпе усă курса унăн страницине кĕрсен Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 272 статйипе, ют çырусене вуласан Раççей Федерацийĕн Уголовнăй Кодексĕн 138 статйипе килĕшÿллĕн айăпланма пултарасса та пĕлсе тăрăр.

Юлашки вăхăтра интернет урлă тавар сутасси тата туянасси те вăй илчĕ. Ултавçăсем пайтах унта. Вĕсем янтă укçана хăйсен кĕсйисене чикес тесе темĕнле мел те шыраса тупаççĕ. Çавăнпа та Интернетра чухне те сыхă та тимлĕ пулар, ачасене те ун сиенĕ пирки ăнлантарсах тăрар.

Л.ЕГОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code