Çĕр çыннин чăн уявне – кăçалхипе 62-мĕш хут иртнĕ районти Акатуя çынсем таçтан та килсе çитрĕç. Чăвашсен йăли-йĕркинче ĕмĕрсем тăршшĕпе упранакан çак асамлă уявăн пĕлтерĕшĕ вара халăхăмăр хушшинче ÿссе пынăн анчах туйăнать. Мĕншĕн тесен Акатуй çулран-çул чаплăран та чаплă иртет мар-и, юрри-кĕвви мăнаçлăран та мăнаçлă янăрать мар-и?
Шăматкун Ырсамай культурăпа кану паркĕнче ирхине ирех халăх унталла та кунталла хĕвĕшнине курма пулчĕ. Нумайăшĕ – районта пурăнакансемпе хăнасем, уяв савăнăçлă лару-тăрура пуçланиччен ĕлкĕрес тесе, таçтан та килсе çитнĕ, ретĕн-ретĕн вырнаçнă лавккасене çитсе курма васкарĕ.
Кăçалхи ĕçпе юрă тата спорт уявне Раççей шайĕнчи Театр çулталăкне тата çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртекен Раççей кунне халалланă. Çакна уяв сценине капăрлатнă баннерсем, халăх промыслисен маçтăрĕсем, кашни ял тăрăхĕ, вĕсемпе пĕрле шкулсемпе библиотекăсем хутшăннипе йĕркеленĕ куравсем, юрă-кĕвĕ те уçăмлăн çирĕплетсе пачĕç. Кашни ял тăрăхĕ хăйĕн тăрăшуллă, ĕçпе мухтава тивĕçлĕ пулнă çыннисемпе пĕрлешсе уява пухăннă халăх умĕнчен мăнаçлăн утса иртрĕ. Ун хыççăн районти культура ĕçченĕсем кăтартнă «Акатуй – ĕçчен уявĕ» ятпа йĕркеленĕ театрализациленĕ кÿртĕм те ĕненмелле пулчĕ.
Акатуй ялав вĕлкĕштернипе илемлĕ. Хальхинче ăна хăпартма «2019 çулхи ака паттăрĕ» – «Яманчурино» ОООри Юрий Комиссаров, чи лайăх культура ĕçченĕ – Кавалти библиотека заведующийĕ Лидия Капламова, чи лайăх спортсмен – Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн вĕренекенĕ Данил Трофимов тата чи лайăх медицина ĕçченĕ – районти тĕп больницăри Наталья Кускова педиатр тухтăр тивĕçлĕ пулчĕç.
Тĕп сăмахпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тухса калаçрĕ. Пурне те Акатуй уявĕ ячĕпе саламларĕ, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи çурхи уй-хир ĕçĕсене, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 5 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе малта пыракансене ятран палăртса чысларĕ. Малалла Елчĕк районĕн ĕçчен çыннисене юратса тата хисеплесе килсе çитнĕ хăнасем – ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Алексей Грищенко, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем – Юрий Поповпа Петр Краснов, Николай Курчаткин, кÿршĕллĕ Патăрьел тата Комсомольски район администрацийĕсен пуçлăхĕсем – Рудольф Селивановпа Александр Осипов тата ыттисем сăмах илчĕç. Алексей Грищенко Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк-сене ырми-канми пархатарлă ĕçшĕн уйрăммăн палăртса çырнă Тав çырăвĕпе паллаштарчĕ, паллах, хăй ячĕпе те чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе çĕр ĕçченне тав турĕ, малта пыракансене тĕрлĕ шайри наградăсене парса чысларĕ. Çапла майпа агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Комбайн» ЯХПКри Владислав Изратов трактористпа ЧР ял хуçалăх министерствин тĕп специалист эксперчĕ Людмила Петрова РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсене, Валерий Изратов /уйрăм предприниматель/, Владимир Сергеев /«Победа» ООО/, Андрей Шкапов /«АСК-Яльчики» ООО/, Дмитрий Судаков /Елчĕк ял тăрăхĕнчи Депутатсен пухăвĕн депутачĕ/ ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе алла çыхмалли сехетсем, Раиса Горшкова /Курнавăшри библиотека заведующийĕ/ ЧР Общество Палатин Тав çырăвне, Лидия Боброва /«Сатурн» ЯХПК/, Александр Васильев /«Труд» ЯХПК/, Борис Кузьмин /«Комбайн» ЯХПК/, Валерий Львов /«Яманчурино» ООО/, Ирина Тимофеева /«Рассвет» ЯХПК/ ЧР ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулчĕç. Уявра савăнăçлă самант малалла тăсăлчĕ. Геннадий Викентьев /«Сатурн» ЯХПК/, Валентина Ефимовăпа Валентина Клементьева, Лилия Малова /районти тĕп больница/, Екатерина Смирнова /«Прогресс» АХО/ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕ панине çирĕплетекен свидетельствăсене, Антонина Ефимова /Çирĕклĕ Шăхальти ваттисен çурчĕн ĕçченĕ/, Валерий Захаров /«Эмметево» ООО/, Александр Никифоров /«Комбайн» ЯХПК/ ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене, Петр Смирнов /«Улăп» ФОК инструктор-методисчĕ/ ЧР физкультурăпа спорт министерствин Тав çырăвне, Юрий Лапшин /«Эмметево» ООО директорĕ/, Николай Светлов, Юрий Тетмуков фермерсем «Единая Россия» партин Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
«Хăна çурчĕсем» пĕринчен тепри хăтлă, тирпейлĕ, тутлă апат-çимĕç шăрши те таврана сарăлнă. Çапла пулмасăр, вĕсем хăнасене кĕтме эрнекунах хатĕрленме тытăннă. Апат-çимĕç тенĕрен, уявра шашлăк пĕçерсе сутакан та нумай пулчĕ – таçтан та килнĕ вĕсем. Апла пулин те нумайăшĕ «хамăр çынсен» – Анатолий Краснов, Татьяна Виноградова, Алексей Смирнов, Владимир Павлов районти уйрăм предпринимательсем сĕнекен тĕтĕмленĕ аш-пăша хапăлласа туяннине курма пулчĕ.
Ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ алă ĕçĕсен куравĕсем те кашнийĕ хăйне евĕрлĕ пулчĕç. Вырăнтах алă ĕçне хăнăхтарни /мастер-класс/ уйрăмах кăсăклă. Елчĕк ял тăрăхĕн палаткинче 7-мĕш класра вĕренекен Вика Сайкина, акă, тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе усă курса «çырма» /ниткографи/ вĕрентни, курава ытти алă ăстисем тăратнă ĕçсем те нумайăшне кăсăклантарчĕç. Аслă Елчĕксем, мĕн ĕлĕкрен çăматă йăвалакан ăста пулнипе палăрнăскерсем, çăмран тунă сувенир изделийĕсене, Курнавăшсем бисер тата алмаз тĕрĕсене кăтартрĕç.
Çак çулсенче вырăнти «Кулибинсем» – ăста алăсем те хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене хапăл туса паллаштараççĕ, кирлĕ пулсан, кирек кама та мотоблок-трактор ăсталас ĕçе вĕрентме те пултарĕç вĕсем. Килти хуçалăхра усă курма питех те кирлĕ ял хуçалăх техникине хăйсем тĕллĕн «чун» кĕртекен ăстаçăсен хисепĕ районта шав ÿссе пыни те савăнтарать. Мĕншĕн тесен кунта эпир кашни хутĕнче çĕнĕ çынсемпе паллашатпăр-çке. Кăçал Георгий Егоров /Тăрăм/, Дмитрий Егоркин /Аслă Елчĕк/ çĕре ĕçлесе хатĕрленĕ, хуçалăхри ытти ĕçсене пурнăçланă çĕрте те анлăн усă куракан хăйсем ăсталанă техникăсемпе паллаштарчĕç.
Акатуйăн «Чыс, мухтав сире, Елчĕксем» концерт программи пуянлăхĕпе тыткăнларĕ. Ăна культура ĕçченĕсен «Пăла хумĕ» хорĕ «Алран кайми аки-сухипе» уçрĕ. Çавăн пекех «Килсе курăр уява», хамăрăн, чăвашсен, тĕп хули, шĕкĕр шурă Шупашкарăмăр кăçал шăпах 550 çул тултарнине халалланă «Савнă Шупашкарăм» юрăсем инçете-инçете саланчĕç.
Патреккелти халăх хорĕн, фольклор, арçынсен, хĕрарăмсен ушкăнĕсен хаваслă юррисене куракансем яланхиллех хапăл турĕç.
Нумаях пулмасть çеç халăх ятне çĕнсе илнĕ Çĕнĕ Пăвари «Илем» фольклор ансамблĕ, Елчĕкри ветерансен «Туслăх» хорĕн пултарулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине курса килентĕмĕр. Çĕр ĕçченĕн чи пысăк уявĕнче те вĕсем чăваш халăх юррисене, такмакĕсене инçете-инçете янраттарчĕç. Елчĕкри искусство шкулĕн «Мерчен», Тăрăмри «Алмантай», Кĕçĕн Таяпари «Илемпи», Аслă Таяпари «Таяпинка», «Тарават», Курнавăшри «Палан», Çирĕклĕ Шăхалĕнчи «Çирĕк», Лаш Таяпари «Сударушки», «Тайпи» ушкăнсен юрри-кĕвви уява пуçтарăннисен чунне ăшăлăх кÿчĕ. Тÿскелĕнчи «Шуçăм», Шăмалакри «Мерчен», Яманчÿрелĕнчи «Эткер» фольклор ушкăнĕсен чăваш, вырăс халăх юррисем аякка-аякка саланчĕç.
Тĕрлĕ ялсенчен килнĕ юрăçсем, çамрăккисемпе пĕрлех аслă ăрурисем те, туслăх, тăванлăх, юрату кĕввисене пĕччен, икшерĕн, виçшерĕн юрларĕç. Уйрăмах Э.Степановпа П.Макаровăн, С.Барановăн пултарулăхне палăртмасăр иртеймĕн. Çавăн пекех централизациленĕ клуб тытăмĕнчи «Варкăш» ансамбль янратакан юрăсене итлекенсем сак çинче чăтса лараймарĕç пулинех – ташлама тухрĕç. Елчĕкри искусство шкулĕн ташăçисем тĕрлĕ халăх ташшисемпе савăнтарчĕç.
Акатуя тĕп хуламăрти «Çавал» эстрада ансамблĕпе хамăрăн юратнă ентешсем – эстрада юррăçисем – Полина Борисова, Типшĕм Сашук, Алексейпе Андрей Шадриковсем илем кÿчĕç.
Юрăпа спорт юнашар тенĕрен, уявăн спорт программи те пуян та анлă пулчĕ: кашнийĕшĕ хăйне тĕрлĕ ăмăртура тĕрĕслеме пултарчĕ. 60 кг çитичченхи виçере йывăр атлетсенчен А.Никонов /Кĕçĕн Шăхаль/, 60 кг ытларах виçере А.Абдулхаиров /Аслă Пăла Тимеш/ пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çитĕннисен абсолютлă виçинче мĕн ачаран штанга йăтассине кăмăллакан А.Марков /Патреккел/ пиллĕкмĕш хут çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, Акатуй парнине – такана тивĕçрĕ.
Республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ, хамăр ентеш Ю.Карпов палăртнă тăрăх, вăл районта сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем йышлăн пулнишĕн хавасланать, кашни çулах кире пуканне йăтма юратакансене спонсорла пулăшусем кÿрет. Хальхинче те вăл çамрăк спортсменсене хавхалантарса тăчĕ. Хăйсен виçисенче М.Петров /Тÿскел/, М.Яковлева /Аслă Елчĕк/, А.Александров /Кавал/, Д.Петрова /Тÿскел/, Л.Цветков /Курнавăш/, А.Кузнецов /Патреккел/, Т.Титова /Елчĕк/ пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕç.
Волейбол ăмăртăвĕ хĕрарăмсемшĕн эрнекунах пуçланчĕ. Пилĕк командăран чи маттуррисем – Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн харсăрĕсем. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи арçын волейболистсем те пилĕк командăран пĕрремĕш вырăна тивĕçлипе çĕнсе илчĕç.
Ĕлĕкренех алă вăйĕ виçме юратаççĕ Елчĕксем. Д.Самсонов /Лаш Таяпа/, П.Яшин /Кÿлпуç/ хăйсен виçисенче – çĕнтерÿçĕсем. Абсолютлă виçере хĕрсенчен Е.Портновăна /Аслă Пăла Тимеш/ çитекенни пулмарĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешнине пăхса тăракансем яланхиллех йышлăн. 40, 50, 60 кг çитичченхи тата 60 кг йывăртарах виçесенче Ю.Прокопьев /Аслă Елчĕк/, Р.Иванов /Çĕнĕ Пăва/, Д.Михеев /Кушкă/, А.Антонов /Элекçей Тимеш/ пĕрремĕш призсене çĕнсе илчĕç. Абсолютлă виçере Д.Ефимов /Тăрăм/ мала тухрĕ, такана çĕнсе илчĕ. Тÿрех палăртам, 19 çулхи Данил тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешсе те районта абсолютлă çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ амăшĕн тăван ялĕн чысне кăçал та çÿллĕ шайра хÿтĕлени савăнтарчĕ. Наци кĕрешĕвĕн 75 кг çитичченхи виçере Д.Ефимов /Тăрăм/, 75 кг йывăртарах виçере А.Чернов /Аслă Елчĕк/ çĕнтерчĕç.
Харăсах ипподромра çăмăл атлетсен эстафети иртрĕ. Кăçал вăтам шкулсем тĕп шкулсен йышĕнче те командăсем тăратнă. Çапла майпа 12 командăран малти вырăнсене Аслă Таяпа, Патреккел, Елчĕк шкулĕсен командисем йышăннă. Вăтам шкулсенчен Çирĕклĕ Шăхальсем, Елчĕксем, Курнавăшсем палăрнă. Ял тăрăхĕсен командисем пьедестал çине çак йĕркепе тăнă: Çирĕклĕ Шăхальсем, Курнавăшсем, Кĕçĕн Таяпасем.
Велосипедистсем пысăк йышпа старта тухни савăнтарчĕ – 20 ытла спортсмен 1600 метра парăнтарса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçесшĕн кĕрешрĕ. Ăнăçу Кушкăран килнĕ Данил Веников аллинче пулчĕ.
Мотоблокпа ăмăртнисенчен пĕлтĕрхи пекех Василий Тябуков /Елчĕк/ çăмăллăнах çĕнтерчĕ.
Лашасен чупăвĕн 1-мĕш тапхăрĕ йывăр тиевлисенчен /800 кг/ пуçланчĕ. Кунта Владимир Сергеев /«Яманчурино»ООО/ Карина учĕпе финиша пĕрремĕш çитрĕ. Юланутçăсенчен «Прогресс» хуçалăхри Сергей Мартынов Гавана лашипе палăрчĕ.
Рысаксемпе сĕрен яни яланхиллех кăсăклă. Финалта тÿрех 5 лаша ăмăртни пушшех те. Çивĕч кĕрешÿре 1-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Çĕнĕ Эйпеçри Александр Осипов хуçалăхĕнчи янаварсем йышăнчĕç: Диля Галимдянова Винтер-локпа, Риназ Абитов Лучедорпа. 2-мĕш призер – Валерий Краснов /Ливерпуль-лок/. Рысаксен ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи район администрацийĕн пуçлăхĕн тĕп парнине – тихана тивĕçрĕ. Чăваш наци конгресĕн представителĕ Александр Капитонов утçăсене укçан хавхалантарчĕ.
Уяв хăнисем халăх вăййисене, ытти спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнчĕç. Уйрăмах турник çинче туртăнакансене аса илмесĕр иртместпĕрех. А.Чернов /Патреккел/ 7 çулта пулнине пăхмасăр, 30 хутчен туртăнса пĕрремĕш приза тивĕçрĕ. Турник çинче упражненисем тăвассипе /23 хутчен/ 6 çулхи Ю.Александров /Аслă Елчĕк/ мала тухрĕ. Автомобиле вăхăтпа сĕтĕрессипе А.Воронцова /Патреккел/ çитекенни пулмарĕ.
Светлана АРХИПОВА,
Валентина КИРИЛЛОВА,
Николай МАЛЫШКИН.