Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче нумай çул ÿсекен курăксене 5544 гектар /72 процент/ çулнă. Çав шутран: симĕс апат валли – 612, утăлăх – 3202, сенажлăх – 1730 гектар.
«Комбайн» ЯХПКра 110 гектар пĕр çул ÿсекен курăксене çулнă.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма 4376 тонна /41 процент/ утă, 10224 тонна /30 процент/ сенаж хатĕрленĕ.