Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Унăн профессийĕ – механизатор

Унăн профессийĕ – механизатор

Мĕн çамрăкран тăван «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хуракан Владимир Николаевич Квасова яваплăран та яваплă ĕç шанса панă. Вăл уй-хирте комбайн, трактор çÿретет. Тÿрĕ кăмăллă, шанчăклă çын пулнăран пĕрле ĕçлекенсен, ял-йыш умĕнче ырă ята тивĕçнĕ.

Вырма вăхăтĕнче кашни çул комбайн штурвалĕ умне ларакан Владимир Квасовăн чун-чĕри хальхи вăхăтра уйрăмах канăçсăр – ĕç çыннине тыр-пул шăпи, ăна çак йĕпе-сапа çанталăкра епле пухса кĕртесси пăшăрхантарать. Ял çынни, йывăрлăхсене çĕнтересси пĕр хăйĕнчен анчах килет пулсан-и, палăртнă тĕллеве çĕр çывăрмасăр ĕçлесе те пулин пурнăçланă пулĕччех. Çут çанталăк пулăмĕсене хирĕç тăма вара никам та вăй çитерес çуках…

Апла пулин те ĕçре пысăк ăсталăх пуçтарнă, çак çулсенче тĕрлĕ лару-тăрупа тĕл пулнă механизатор чи лайăххине анчах ĕмĕтленет, ку чухне уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма ĕлкĕрмеллине лайăх ăнланать. Унпа пĕрле ĕçлекенсем – Николай Кругловпа Геннадий Викентьев та çаплах шутлаççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнче çумăрлă кунсем пуçланиччен урпапа пăрçана пухса кĕртнĕ. Тухăçĕ те аван.

…Владимир Квасов механизатор профессине суйласа илнипе питех те кăмăллă. Тăван хуçалăхăн ытарайми уй-хирĕ, пулăхлă çитĕнекен тыр-пул пуссинчи тулли пучахсем унăн чун-чĕрине, чăннипех, тăрăшса ĕçлеме вăй-хал хушаççĕ тейĕнех.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Владимир Квасов ĕçе яланах хатĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code