Шупашкарта хаçат-журнал ĕçченĕсен «МИХсем – террора хирĕç» семинар иртнĕ.
Пĕлтерĕшлĕ вĕренĕве ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов ертсе пынă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн, Прокуратура, Шалти ĕçсен министерствин, Роскомнадзор управленийĕн тата ытти тытăм представителĕсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене хаçатсенче çутатнă май саккуна пăхăнасси, Интернет уçлăхĕнчи уйрăмлăхсене тата кăткăс лару-тăрусенче çынсен психологи аспекчĕсене шута илесси çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă, журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă.