Пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен кунне халалласа хаçат редакцийĕнче уяв иртрĕ. Ĕнерхи редакторсем, журналистсем, полиграфистсем, пичет ветеранĕсем тĕл пулăва хаваспах хутшăнчĕç. Вĕсене хаçат редакторĕ Николай Малышкин ăшшăн саламларĕ. Аслă ăру çыннисем çавра сĕтел хушшинче чейпе сăйланнă май пĕр-пĕринпе калаçса савăнчĕç, иртнине ас илчĕç. Хăйсене çак кун тимлĕхсĕр хăварманшăн вĕсем редакци ĕçченĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕç.
Елена ПЕТРОВА.