Вĕренÿ отраслĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Вĕрентекен кунĕ ячĕпе – ырă та çутă туйăмсемпе, юратупа тулли тата педагогсене чунтан хисеплесе тав тунине палăртакан хăйне евĕрлĕ уявпа чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!
Вĕрентекен ĕçĕ – професси кăна мар, унăн пĕлтерĕшĕ тата та ан-лăрах. Вăл хăйĕн вĕренекенĕсене паха пĕлÿ парассишĕн кăна мар, çавăн пекех вĕсенчен тĕрлĕ енлĕн аталаннă, шухăшлама тата тĕрĕс йышăнусем тума пĕлекен, яваплăха туйса тăракан, мал ĕмĕтлĕ те лайăх çын туса çитĕнтермелли пархатарлă тĕллеве пурнăçлассишĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлет.
Вĕренÿ тытăмне тĕрлĕ енлĕн аталантарасси, инвестицисене çын аталанăвне хывасси – Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсем. Чи лайăх вĕрентекенсене кашни çулах укçан премисем парса хавхалантаратпăр, çĕнĕ методикăсемпе программăсене ăнăçлăн пурнăçлакан шкулсем вара малалла аталанма тата çĕнелме пулăшакан грантсене тивĕçеççĕ.
Вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ валли 2019 çулта, аталанăва хывнă укçа-тенке те шутласан, пĕтĕмĕшле 20 миллиарда яхăн тенкĕ кайнă. «Чăваш Республикинче пурăнакан халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстермелли хушма мерăсем çинчен» калакан Указ та вĕренÿ тытăмне малалла аталантарма тĕллев палăртать, унпа килĕшÿллĕн вĕренÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме хушма майпа 1,2 миллиард тенкĕ уйăрмалла.
Чăваш Ен педагогĕсем хăйсен тивĕçне туллин те чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсен ырми-канми тăрăшулăхĕ, пурнăçра хастар та яваплă пулни, çĕннине çул парассишĕн ăнтăлни пархатарлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçре малашнехи çитĕнÿсен çирĕп никĕсĕ пулса тăрасси пирки иккĕленместĕп.
Вĕренÿ отраслĕн мĕнпур ĕçченне çирĕп сывлăх, профессире çĕнĕ çитĕнÿсем, иксĕлми хавхалану тата ырлăхпа телей сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ
Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!
Сире чĕререн професси уявĕпе – Учитель кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Вĕрентекен кунĕ чăннипех те чи савăнăçлă та ырă уявсенчен пĕри. Ăна хăйсен пурнăçне çамрăк ăрăва – пирĕн пуласлăха пĕлÿ тата воспитании пама халалланă çынсен ячĕпе йĕркеленĕ.
Учитель тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ парса пурнăçăн анлă çулĕ çине ура ярса пусма, обществăна кĕме, Тăван çĕршывăн чăн гражданинĕ пулма хатĕрлет. Пиртен кашнийĕ хамăрăн вĕрентекенсене, шухăшлама тата ăнланма, йывăрлăхсене çĕнтерме, ырăпа усала уйăрма, хамăрăн вăй-хала шанма вĕрентнĕскерсене асра тытать, тав сăмахĕ калать.
Паян учительсем районăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăнаççĕ, çамрăк ăрăва пĕлÿ парас ĕçре çĕнĕ вĕрентÿ программисене алла илеççĕ, тĕрлĕ проектсене хутшăнса çитĕнÿсем тăваççĕ. Шкул ачисем çÿллĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсенче çĕнтернинче те вĕрентекенсен тÿпи пысăк.
Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу, çитĕнÿсем, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ вĕренекенсем сунатпăр.
Елчĕк район пуçлăхĕ И.И. Васильева
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П. Миллин