Пурнăç илемне чун-чĕрипе туякан çын кăна кун-çул уттипе çирĕппĕн, пархатарлăн малалла талпăнать. Ахальтен мар вырăссен паллă çыравçи çапла каланă: «Ĕмĕр пĕрре кăна, çавăнпа ăна пĕлсе, йĕркеллĕ пурăнса ирттермелле. Кайран-кайран вăхăта тĕллевсĕр, усăсăр ирттертĕм тесе ÿкĕнмелле ан пултăрччĕ».
Сăмахăм хăй çулĕнчен чылай çамрăк курăнакан, ăшшăн пăхакан чакăр куçлă, лăпкă та уçă саслă, ялти библиотекăн чи çывăх тусĕ, культура çурчĕ çумĕнчи «Хавхалану» фольклор ушкăнĕн юрăçи, ялти ветерансен канашĕн членĕ Елена Синицына пирки пырать.
Елена Ильинична кÿршĕ ялта, Комсомольски районĕнчи Янкассинче, çичĕ ачаллă Спиридоновсен туслă çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ вăрçă инваличĕ пулнă май Ленăна, çемьери виççĕмĕш ачана, çăмăл килмен. Амăшĕ колхоз ĕçĕнче чухне кĕçĕннисене пăхасси ун çине тиеннĕ. Харсăр çемье кăçатă пуснă, ачисем ашшĕ-амăшне пулăшнă. Лена ачаллах ал ĕçне ăста пулнипе палăрнă. Тутăр, кĕпе-кофта çыхнă. Пир алшăллисене мулинепе канвасăр тĕрленĕ.
Маттур хĕре Курнавăш каччи кăмăлланă. Александр Синицынпа çемье çавăрсан Елена Ильинична суту-илÿ ĕçне кÿлĕннĕ. 36 çул ытла райпо лавккинче сутуçăра тăрăшнă. 1986 çулта «Райпон чи лайăх сутуçи» ята тивĕçнĕ. Ăна пĕрре мар ял Совечĕн депутатне суйланă. Ĕçри хастарлăхшăн панă Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, парнесем йышлă. Унăн пуçарулăхĕпе хастарлăхне халĕ те пайщиксемпе райпо ĕçченĕсем ырăпа аса илеççĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухнăранпа Лена аппа Курнавăшри чиркÿре те тăрăшать. Просфора пĕçерекен, кассир тивĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçланă вăл. Хальхи вăхăтра та чиркÿре пулăшма вăхăт тупать.
Çичĕ теçетке çул тултарнă хĕрарăм пушă вăхăт тупăнсанах алла йĕппе çип тытать. Хĕр чухнехи ăсталăхне пĕрре те çухатман вăл. Тĕрĕ ăшне путса ыйхине те çухатать. Мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен чун ыратăвне ал ĕçĕпе аппаланса ирттерме хăнăхнă, ăна пăрахаймасть. Тĕрĕ хыççăн тĕрĕ тĕрлет, çыхать. Модăран пĕрре те юлмасть вăл: пĕр вăхăт пысăк шерепеллĕ тутăрсем çыхрĕ, унтан пĕчĕккисем çине куçрĕ. Тĕрленĕ портретсен шучĕ тахçанах теçеткерен иртнĕ. Вăл эрешлесе çыхнă япаласем нумай тăванĕн, пĕлĕшĕсен çемйисенче упранаççĕ. Уçă кăмăллă хĕрарăм хăйĕн ĕçĕсене парнелеме кăмăллать. Асăнмалăх парне пани усал ĕç туни мар вĕт. Вăл ял-йыш, тăванĕсем хушшинче хисеплĕ, пирĕншĕн тĕслĕх, сăмахпа та, ĕçпе те яланах пулăшма хатĕр. Хăйпе пĕртăванĕсем те, упăшкин тăванĕсем те пуç тайса сума сăваççĕ ăна.
Хĕреслĕ кăна мар, вĕтĕ шăрçасемпе те тĕрлеме ăста вăл. Ĕçĕсене пурне те рама ăшне вырнаçтарать. Иртнĕ çулсенче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне унăн ал ĕçĕсенчен выставкăсем йĕркелерĕмĕр. Библиотекăри «Илеме – хамăн алăпа» куравпа паллашман ял çынни юлмарĕ те пулĕ. Çавăн пекех унăн ĕçĕсемпе Комсомольскинчи «Çĕр тата çынсем», Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕсенчи куравсенче те паллашма май пулчĕ. Тĕрленĕ картинăсем, сĕтел çи виттийĕсем, панносем, вырăн таврашĕсем куçа илĕртеççĕ – вĕсен ÿкерчĕкĕсем – çеçке çурнă чечексем. Илеме юратаканăн ĕçĕсенче ытларах пахчари, улăх-çаранти, вăрманти чечексем. Çутă сăнарлă Елена Ильинична ытларах çутă тĕссене кăмăллать. Мĕн пĕлнипе çырлахса лармасть вăл, пултарулăхра яланах çĕннине шырать, журналсенчи декораци искусствипе паллашать.
Харсăр пенсионерка вырăнти ансамбле çÿрет. Алă усса ларма хăнăхманскер çуллахи кун, çулĕсене пăхмасăр, севок, кишĕр нумай лартса илет. Унăн пахчинче çум курăк кураймăн. Кил-çурт территорийĕ тап-таса та тирпейлĕ. Картишĕнче кайăк-кĕшĕк нумай усрать.
Ĕç ветеранĕ районта иртекен фестивальсене те активлă хутшăнать. Спектакльсенче хĕрарăмсен сăнарĕсене тĕлĕнмелле илемлĕ уçса парать. Сцена çинче унăн кашни хусканăвĕ вырăнлă.
Ялти хĕрарăмсен канашне чылай çул ертсе пынă май Елена Синицынан пултарулăхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп. Сăн-пичĕпе кăна мар, чун-чĕрипе ырă кăмăллă та илемлĕ вăл. Кашни сăмаха виçсе, шутласа калаçаканскер ăшăлăхĕпе хăй патне туртать. Ял библиотекин хастар вулаканĕ кĕнеке презентацийĕсенче вĕсене сÿтсе явнă çĕре активлă хутшăнать.
– Район хаçатĕнчи çемье, чыслăх, пурнăçри ÿкерчĕксем çинчен çырнă статьясене уйрăмах кăмăллатăп, – тет вăл.
Çĕр çинче пĕр чĕрчун та юратусăр пурăнма пултараймасть.
– Тăван-и, кÿршĕ-аршă-и е пĕлĕш-тантăш – лайăх пурăннине мĕн çиттĕр; Çынра яланах ыррине кăна курма тăрăшатăп, – тет çепĕç те тарават хĕрарăм.
Елена Ильинична апат-çимĕç пĕçерме те ăста. Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă тесе ыт ахальтен каламан пулĕ çав.
Р.ГОРШКОВА,
Курнавăшри библиотека заведующийĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: чи нумай вулакана – грамота.