Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ, унта тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.
Çанталăк тĕрĕслет
Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче тăруках юр çуса хуни нумай автотранспорт хуçишĕн кĕтменлĕх кăларса тăратрĕ, çавна май çул-йĕр çинче пурнăçшăн хăрушлăхпа çыхăннă тĕслĕхсем сахал мар пулнă. «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă общество директорĕ Вячеслав Сядуков асăннă лару-тăрура хăй ертсе пыракан коллектив çанталăк тĕрĕслевне хатĕррине пĕлтерчĕ: çĕрле ятарлă виçĕ техника çийĕнчех çулсене тасатма, хăйăр сапма тухнă. Калас пулать, хĕл тапхăрне кĕрсе пынă май предприятире талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ, 3 пин тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕ хатĕрленĕ, район тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăма 16 техника хутшăнать.
Çул-йĕр отраслĕн ыйтăвĕсене райадминистрацин строительство тата коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров та хускатрĕ. Ку тĕлĕшпе кăçал начар мар ĕçленине палăртмалла. Вырăнти çулсене /322,1 километр/ юсама-çĕнетме 60 миллион та 438 пин тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне Грантпа тивĕçнĕ нухратпа район центрĕнчи Беляев, Октябрь, Автопарк урамĕсенчи çулсене çĕнĕ «сăн» кĕртнĕ. Елчĕкри Мир урамĕнче «Стройэнергосервис» сахал яваплă общество çĕклекен нумай хваттерлĕ çурт пирки те сăмах тухрĕ те, ăна та вăхăтра, çулталăк вĕçлениччен хута ямалла, уйăрнă укçа-тенке туллин ĕçе кĕртмелле. Васкамаллах, хĕллехи сивĕсем кунта та чăрмав кÿме пултарĕç.
Профилактика ĕçĕ камăн?
Вулакан право хуралĕнче ĕçлекенсен тесе калĕ. Анчах вĕсен кăна мар. Профилактика субъекчĕсем – вĕренÿ, культура, спорт, сывлăх сыхлавĕн, дружинниксен тытăмĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен çумĕнчи ятарлă канашсем пурте халăх хушшинче куллен ăнлантару ĕçĕпе тимлеме тивĕçлĕ. Пенсионерсен, ветерансен, çар службисенче пулнă ĕнерхи салтаксен юхăмĕсем тата. Вĕсем тачă çыхăнса ĕçлени, шел, курăнмасть-ха хальлĕхе. Пĕрлĕхсĕр йывăр лава туртма хĕнтерех.
Районти полици пайĕн пуçлăхĕ Алексей Алексеев тухса калаçнинчен çапла çирĕплетмех тивет, мĕншĕн тесен 10 уйăхри кăтартусене иртнĕ çулхипе танлаштарсан преступлени тунă тĕслĕхсем ÿснĕ. Апла тăк асăрхаттару субъекчĕсен лăпкăлăх кĕвви ĕнĕрлемелли вăхăт мар.
– Профилактика совечĕсен шурă хута хуратса пĕлтĕрхи ĕç планĕсене штампласа лармалла мар, конкретлă ĕçсем йĕркелемелле, – татăклăн сăмах хушрĕ канашлу ертÿçи Леонард Левый. – Ялсенчи кашни çын куç тĕлĕнче пулмалла, вĕсен кулленхи пурнăçĕпе интересленсех тăмалла.
Чун апачĕ те кирлĕ
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 2020 çулхи пĕрремĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтарас тапхăр пырать. Елчĕк почтамчĕн начальникĕ Алина Головина пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн тăрăхра вырăнти уйрăм урлă республикăра тухса тăракан 27 хаçат, 12 журнал тата район изданийĕ саланать. Пĕтĕмĕшле тираж 39,9 пин экземплярпа танлашать, çакăн 16,4 проценчĕ «Елчĕк ене» тивĕçет. Паллах, пурнăçпа тан утас тесен уйрăмах «Хыпар», «Советская Чувашия», «Елчĕк ен» хаçатсене çырăнмаллах. Чун апачĕсĕр епле пултăр-ха! Почтальонсем çеç çырăнтарупа ĕçлени çителĕксĕр. Кашни ĕç коллективĕн ертÿçи ку тĕлĕшпе тĕслĕх кăтартмалла: хăй те, унта ĕçлекенсем те пурте хаçатлă пулмалла. Çывăх вăхăтрах нумай хваттерлĕ çуртсенче почта ешчĕкĕсем вырнаçтарассине те татса памалла.
Раççей Почти çулсерен «Ыр кăмăллăх йывăçĕ» ятпа ачасемпе ватăсен социаллă учрежденийĕсене хаçат-журнал çырăнтарса парас тĕлĕшпе акци ирттерет. Пархатарлă ĕçе организацисем те, уйрăм çынсем те хутшăнма пултараççĕ.
Канашлура çырăнтару ыйтăвĕпе çак йĕркесен авторĕ те тухса калаçнă.
Николай МАЛЫШКИН.