Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вак-тĕвек ыйту çук

Вак-тĕвек ыйту çук

Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ чылай ыйту сÿтсе яврĕç.

Парăмсем, парăмсем…

Кĕркунне чĕпсене кăна шутламаççĕ, налуксене епле тÿленине е пуçтарнине те тепĕр хутчен пĕтĕмлетеççĕ. Декабрĕн 2-мĕшĕччен вырăнти пĕтĕм парăмсемпе татăлмаллине шута илсен, район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина пĕлтернинчен çакă курăнать. Кăçалхи 10 уйăхра ял тăрăхĕсен администрацийĕсен кассисене пурĕ 15 миллион та 427 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Ку вăл планпа пăхнинчен 73 процентпа танлашать. Çав шутран пурлăх тата çĕр налукĕсем – 7 млн та 194 пин тенкĕ. Налук тата налук шутне кĕмен тупăшсене йĕркелессипе Çирĕклĕ Шăхальсем ăнăçлăрах ĕçленĕ – иртнĕ çулхинчен 29,6 процент ытларах. Район шайĕпе ноябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне çĕр налукне 542,2 пин, уйрăм çынсен пурлăх налукне 167 пин тенкĕ пухмалли юлнă. Пĕтĕм ял тăрăхĕн администрацийĕ ку тĕлĕшпе ĕçлесе çитерейменни курăнать. Уйрăмах Елчĕксемпе Аслă Пăла Тимешсен парăмĕсем пысăк. Вырăнсенчи налук пуçтарассипе ĕçлекен специалистсен укçа-тенкĕ хăй тĕллĕн пырса кĕрессе кĕтмелле мар, килсерен çÿрени те кирлĕ.

Тунтикунхи канашлусенче парăмсемпе татăлассине малашне те çĕклĕç.

Асăрханни инкекрен упрать

Сăмах пушар пирки пырать те – пушшех. Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçи Василий Григорьев каланă тăрăх, районта «хĕрлĕ автан» хăрушлăхне сирсе ярас тĕллевпе шывпа тивĕçтерекен 254 объект çирĕплетнĕ. Ятарлă комисси ялсенче пулса пĕрешкел çитменлĕхсене чылай тупса палăртнă: пушар гидранчĕсен, шыв управĕсем ăçта вырнаçнин кăтарту паллисем çук, управсенче шыв сахал, вĕсен таврашĕнче çÿп-çап та вырăн тупнă. Çавăн пекех пусă хупписене шанчăксăр çирĕплетни çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.

Пушар хăрушсăрлăхĕ пирки калаçнă чухне вак-тĕвек ыйту пулма пултараймасть, апла тăк шывпа тивĕçтерекен кашни объект юсавлă пулмалла. Лаш Таяпасемшĕн асăрхав проблеми уйрăмах çивĕч. Кунта пушар машинин водителĕ, Яманчÿрелĕнче вара техники çук. Инкекĕ кăçал çак тăрăхра ытларах пулнă мар-и;

Ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен пушар хăрушлăхне сирсе ярас тĕлĕшпе çыхăннă пĕтĕм ĕç-пуçа кĕске вăхăтра пурнăçламалла. Ырă тĕслĕх – юнашарах: Курнавăш ял тăрăхĕнче пушар хурал асăрхавĕн требованийĕсене çирĕп пăхăнни паллă.

Килĕшÿ тумаллах

«МВК «Экоцентр» сахал яваплă общество пулăшăвĕпе усă курнăшăн районти кашни ĕç коллективĕн ертÿçи, уйрăм пайтаçă килĕшÿ тума тивĕç. Асăннă ыйтăва пĕр хутчен мар çĕкленĕ хаçатра, анчах, клиентсемпе ĕçлекен специалист Татьяна Адюкова пĕлтернинчен, ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 96 договор çеç тунă. Пулăшупа ыттисем те усă кураççĕ вĕт-ха. Аса илтеретпĕр: саккунпа килĕшÿллĕн ертÿçĕсене ку тĕлĕшпе 100 пинрен пуçласа 250 пин тенкĕ таран штрафлама е 90 талăка ĕçне чарса лартма пултараççĕ.

Квитанцисемпе тÿлесси район кăтартăвĕ 81 процент пулсан, ял тăрăхĕсенчен чи лайăххи – Аслă Елчĕксен – 90 процент. Лаш Таяпасен /64/, Курнавăшсен /75/, Çирĕклĕ Шăхальсен /77/ ку енĕпе туртăнмаллах. Каласа хăварар: «Чăвашкредитпромбанк» /унпа çыхăннисем пулсан/ малашне, лицензие тăсманран, тÿлевсене йышăнма пултараймĕ…

Кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» указĕпе килĕшÿллăн ял тăрăхĕсенче чылай ĕç туса ирттернĕ. Çитес çул та хăш-пĕр ертÿçĕсем хăтлăх кÿрессипе çыхăннă мероприятисем йĕркелессине палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый кунта 1-2 проектпа çеç çырлахмалла маррине, çавăн пекех тирпей-илем, хăтлăх ыйтăвĕсемпе иртекен республика конкурсĕсене активлă хутшăнмаллине, çанталăк пĕр шай ăшă тăнине кура строительствăпа, çул-йĕрпе çыхăннă объектсенче ĕç хăвăртлăхне ÿстермеллине палăртрĕ.

Сайтсем пирки те сăмах пулчĕ канашлура. Вăл предприяти-организаци тĕкĕрĕ-çке. Кашни хыпар оперативлăхпа, уçăмлăхпа, çирĕпленнĕ фактсемпе тата цифрăсемпе уйрăлса тăни кирлĕ. Материалсене маларах грамматика, орфографи тĕлĕшĕнчен çирĕп «алламалла»…

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code