Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хуласемпе районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе час-часах тĕл пулать. Кĕçнерникун та Правительство çуртĕнче вăл 30 ытла журналистпа уçă калаçу ирттернĕ.
Михаил Игнатьев малтанах республикăн кăçалхи 10 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки чарăнса тăнă. Тĕп кăтартусем – промышленность производствин индексĕ 104,8, суту-илÿ çаврăнăшĕ 104, çурт-йĕр хута ярасси 107 процентпа танлашнă. Ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе те çитĕнÿсем пысăк. «Пирĕн ĕçсем пĕтĕмпех халăхăн пурнăç условийĕн шайне ÿстерессипе çыхăннă. Чăвашстат цифрисене эсир куратăр. Пуласлăхра та чылай пысăк ÿсĕмсем пуласси куç кĕретех», – тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Пресс-конференцире нумай ыйту хускатнă. Анчах Чăвашкредитпромбанк тавра ытларах пулнă калаçу, мĕншĕн тесен ун тĕлĕшпе халăхра та тĕрлĕ сăмах çÿрет. Михаил Васильевич татăклă хурав панă: «Ыйтусем пĕлтерĕшлĕ, апла пулсан пурин те пĕрне-пĕри килĕшсе ăнланса пыма тăрăшмалла. Вăл банкра малалла вăхăтлăх администраци ĕçлĕ. Страховани йĕркипе килĕшÿллĕн, уйрăм çынсен вклачĕсене 1,4 миллион тенкĕ таран çывăх кунсенчен тавăрса пама пуçлĕç. Юридици тытăмĕсен конкурс производстви вĕçленессе кĕтме тивет».
Тĕл пулура журналистсем медицина ĕçченĕсем пирки те сăмах пуçарнă. Паянхи кун тĕлне сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче пурĕ 76,1 процент тухтăрсемпе тивĕçтернине асăннă Ертÿçĕ. Чÿк уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 385 специалист çитмест. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви çамрăк кадрсене ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе тĕллевлĕ вĕрентÿ меслечĕсене мала хурать. Халĕ çакнашкал направленипе янă 70 ытла студент аслă шкулсенче пĕлÿ пухать.
Вулавăшсене оптимизацилесси çинчен сăмах тухнă май, республика Пуçлăхĕ ку ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче маларах сÿтсе явнине асăннă. Эпир кĕнеке вулама юратакан регион шутĕнче тăратпăр-çке-ха. Кун пирки ятарлă министерствăсене вырăнти влаçпа пĕрле ыйтусене тĕплĕн пăхса тухса тишкерме хушу патăм, халăхăн сĕнĕвне ытларах шута илме сĕнтĕм, вариантсем тупма хушрăм, тенĕ вăл. Эпир республика шайĕнче ял-хулари библиотекăсене йĕркеллĕ тытса тăма укçа-тенкĕ яланах уйăрса пыратпăр, тенĕ регион Пуçлăхĕ. Вăл вулавăшсен пурлăхпа техника никĕсне çулсерен пуянлатнине, бюджетран укçа уйăрса оргтехника хатĕрĕсемпе тивĕçтернине, апла пулсан вĕсене тĕрлĕ ÿсĕмри çын тăтăшах çÿремеллине палăртнă.
«Пирĕн библиотекĕсене хупма пачах та тĕллев çук. Вулакансем яланах пулнă, вĕсене валли пирĕн хăтлă условисем малашне те йĕркелесе памалла», – тесе тепĕр хут каласа хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
Икĕ сехетлĕх пресс-конференцире журналистсем 20 ытла ыйту çине тивĕçлĕ хурав илнĕ.