Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малалла талпăнакан пике

Малалла талпăнакан пике

Студент вăхăчĕ – пурнăçри чи кăсăклă та асра юлакан самантсенчен пĕри. Вăл пире савăнăç, йăл кулă, çĕнĕ юлташсем, çĕнĕ ĕç-хĕл парнелет. Шăп çак тапхăрта çамрăк хăйĕн пурнăçри вырăнне тупма, килĕштерекен ĕçпе аппаланма пултарать.

Елчĕкри вăтам шкула икĕ çул каялла пĕтернĕ Валерия Николаева Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче ăс пухать.

Хастар пике шкул вăхăтĕнчех тĕрлĕ енлĕн аталаннă. Ытларах унăн пултарулăхĕ илемлĕ сăвă-калав вулас ăсталăхра палăрнă. Уявсемпе мероприятисенче Лера вулакан пĕр-пĕр сыпăк кашни куракана тыткăнлама пултаратчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вăл сцена çине тухнă самантра акт залĕнче пĕр пушă вырăн та юлмастчĕ. Вăл хăйĕн ăсталăхĕпе куракансен чĕрине çавăрса илетчĕ, час-часах куççуль кăларттаратчĕ. Çак ăсталăх унăн таланчĕн ылтăн чăмаккийĕ.

– Эпĕ сцена çине тухнă чухне урăхла тĕнчене лекетĕп. Самантлăха вулакан хайлаври вăхăта, унти сăнарăн пурнăçне кĕрсе каятăп. Хама шăпах çав сăнар вырăнне хуратăп, – вăрттăнлăхне уçса пачĕ хĕр.

Театр ăсталăхĕпе Валерия шкул вăхăтĕнчех кăсăкланнă. Вăл тăтăшах район, республика шайĕнче иртекен конкурссене хутшăннă, пĕрре мар «Чи лайăх роль» вылякан ята çĕнсе илнĕ.

– Театр тĕнчи мана мĕн пĕчĕкренех илĕртет. Малтан ача садĕнче, унтан шкулта… Медицина факультетне вĕренме кĕрсен чуна килĕшекен туйăмран уйрăлма тивет пулĕ тесе шутланăччĕ. Хăвăрах ăнланатăр, медицина ĕçченĕн профессийĕ питĕ яваплă. Лайăх специалист пулас тесен тăрăшса вĕренмеллине лайăх ăнланатăп, анчах чун хăйĕннех ыйтать, – палăртать пике.

Вĕреннипе пĕрлех пултаруллă хĕр тĕрлĕ енлĕ аталанать, ыттисене те ÿсĕмсем, çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Студент саккинче те Лера чуна киленĕç кÿрекен ĕç-хĕле тупма пултарнă. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухне вăл университетсен хушшинчи театр кружокĕн суйлавне кайса пăхма шутланă. Çакăн хыççăн унăн пурнăçĕнче театр уйрăм вырăн йышăнма пуçланă та.

Шăпах çак вăхăтра студентсем хушшинчи «Абрикос сачĕ» театр фестивалĕн çĕнĕ суйлав тапхăрĕ пуçланнă.

– Театра каясси пирки нумай шутларăм. Чăннипе, каясшăн та марччĕ. Юлташ алăран тытсах çавăтса кайрĕ. Çак утăмшăн эпĕ ăна халĕ тав сăмахĕ калатăп. Тÿпери çăлтăрсем манăн ĕмĕте илтрĕç пулĕ. Турă та театр ăсталăхĕпе тарăнрах çывăхлатасшăн пулчĕ тĕр, – шухăшĕсене уçать Валерия Николаева.

Артист пулма, паллах, пурте пултараймаççĕ. Унта чун илĕртнисĕр пуçне тем чухлĕ пултарулăх, чăтăмлăх, харсăрлăх, хăвна тĕрĕс тытма пĕлни кирлĕ. Иккĕмĕш çул артист ăсталăхне туптать мал ĕмĕтлĕ хĕр.

– Театр мана лăплантарать, çĕнĕ вăй пухма хăват парать. Хăш-пĕр чухне йывăр вĕренÿ хыççăн спектакле хатĕрленме килетĕп те тÿрех урăхла тĕнчене лекнĕ евĕр, канăçлăх туйăмне путатăп. Йывăр самант çине те çăмăл куçпа пăхма вĕрентет мана театр, – тет Валерия.

Тăрăшуллă студентка çулсеренех хăйĕн пултарулăхĕпе пĕрлех спектакльсенчи вылянă рольсен шутне те ÿстерет.

– Чи асра юлнă роль хăшĕ-ши? – кăсăклантăм эпĕ.

– Паллах, яланах тĕрлĕ рольсене выляма лекет. Хальлĕхе асра юлнă, килĕшнĕ сăнар «Мой дедушка был вишней» спектакльти Галя. Унăн рольне вĕренме мана нумай вăхăт кирлĕ пулчĕ. Çак сăнар темшĕн мана çывăх пек туйăнчĕ. Вăл çамрăк, хастар, паттăр, анчах çав вăхăтрах чун енчен вăйсăр та. Кирек мĕнле сăнара вылянă чухне те эпĕ унăн пурнăçне кĕрсе кайма тăрăшатăп. Çакăн чухне эпĕ «Лера» мар, хайлаври сăнар. Çавăнпа та шухăш-кăмăл та, характер та, шăпа та урăхла, – хуравларĕ артистка.

Валерия хăйĕн пурнăçне театр ăсталăхĕпе çыхăнтарнăшăн питĕ хĕпĕртет. Çавăнпах кашни спектакле вăл чун витĕр кăларать. Кăна куракансем те, режиссерсем те пĕрре мар асăрханă.

– Театр тĕнчи мана питĕ килĕшет. Вăл этемĕн çынлăх туйăмне упраса хăварма пулăшать. Шăпах сцена хăюллăрах, вăйлăрах пулма вĕрентет, – тет Валерия.

Театр пултаруллă пикен пурнăçĕнчи пĕр асамлă енĕ çеç-ха. Тата вăл харсăр волонтер та, «Волонтеры-медики» уйрăмра тăрăшать. Валерия тăтăшах тĕрлĕ акцисенче хастарлăхпа палăрать. Калăпăр, урамри çынсене пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентет…

– Çынсене пулăшас килет. Пысăк ĕçпе мар пулсан та, чĕререн тухакан ĕçпе, – палăртать пулас тухтăр.

Валерия пурнăçра яланах тĕллевсем лартма хăнăхнă. Кашни ĕмĕт çитĕнÿпе çĕнĕ ÿсĕмсем патне илсе пынине палăртать вăл. Пирĕн унран тĕслĕх илмелли чылай.

Юлия АДЮКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code