Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялсене хăтлăх кĕртме – 1,5 млрд тенкĕ

Ялсене хăтлăх кĕртме – 1,5 млрд тенкĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ноябрĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕнче регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй алă пуснă «Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен пурăнмалли вырăнĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» указ çинчен пĕлтернинчен пуçланă.

Указпа килĕшÿллĕн республикăри районсемпе хуласене тирпей-илем кĕртме 1,5 млрд тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрма йышăннă. Çак нухрата ачасене вылямалли ятарлă лапамсем, спорт площадкисем, экопарковкăсем тăвас, урамсене çутăпа тивĕçтерес ĕçе яма палăртнă. Кунсăр пуçне объектсем çывăхĕнче видеосăнавсем те вырнаçтарĕç. Иккĕмĕш ен – социаллă пĕлтерĕшлĕ çуртсем патне илсе пыракан çулсене тирпейлесси, тротуарсем хута ярасси тата ытти те. Республика бюджечĕсĕр пуçне муниципалитетсен те çак ĕç валли укçа уйăрассине палăртмалла, ку енĕпе граждансен, предпринимательсен укçине явăçтарассине тивĕçтермелле.

Указ Чăваш Енри халăх пурăнакан 119 ял-хулари нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнчи 1200 ытла объекта тирпейлеме витĕм кÿрĕ. Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп ĕçсене çитес çул пурнăçа кĕртме, патшалăх программисемпе хастартарах ĕçлеме ыйтнă.

– Пирĕн тĕп тĕллев – çын ăçта пурăннине пăхмасăр пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, – тенĕ Михаил Васильевич.

Аса илтеретпĕр, 2019 çулхи ноябрь уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Строительство министерстви çĕршыври регионсенчи хуласен хăтлăхне хакласа вĕсен пахалăх индексне пичетлесе кăларнăччĕ. Вăл кăтартура республикăри тăхăр хуларан пиллĕкĕшĕ чи хăтлă та пурăнма лайăх хула йышне кĕнĕ.

ХАКЛАВ

Н.ПЕТРОВ, район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ:

– Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен указа алă пуснине, çавна май ялсемпе хуласене тирпей-илем кĕртме 1,5 миллиард тенкĕ уйăрма йышăннине хапăлласа йышăнтăмăр. Эпир ялсене хăтлăх кĕртес ыйтупа начар мар ĕçлесе пыратпăр-ха. Елчĕке хăнана килекенсем район центрĕн илемĕпе хавхаланса паллашаççĕ. Çапах та мĕн тунипе лăпланса ларасшăн мар: 2020 çулта нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене, вĕсене автотранспортпа пырса кĕмелли çыхăнусене, картишсене, социаллă объектсемпе çыхăнтаракан тротуарсене, кану вырăнĕсене хăтлăлатма, спорт площадкисем тума… пирĕн района 16 миллион укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Çавăнпа та муниципалитет умĕнчи ĕç кăçалхинчен пысăкрах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code