Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Ÿркенмен ăста пулнă

Ÿркенмен ăста пулнă

Çĕнĕ Пăва ялĕнчи аслă урамра вырнаçнă культура çурчĕ çулран-çул çĕнелсе, капăрланса пынине кашниех асăрхать. Çакă, паллах, кунта тăрăшакансем ăна мĕнле пăхса тăнинчен килет.

Çак культура çурчĕн заведующийĕнче 11 çул вăй хуракан Владимир Доброхотов типтерлĕ арçын, çирĕп хуçа. Шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлаканскер ял çыннисем хăтлă та çутă культура çуртне килсе концерт-спектакль курччăр, кунта ирттерекен мероприятисене хутшăнччăр, çав вăхăтрах юрлама-ташлама кăмăллакансем хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ кружоксенче малалла аталантарма пултарччăр тесе чунне парса тимлет.

Çĕнĕ Пăвасем тахçанах тирпей-илемшĕн çанă тавăрса ĕçлеме хăнăхнă. Кунта кашни çулах юсав ĕçĕсем пурнăçлама мехел çитереççĕ. «Культурăна тата туризма аталантарасси» патшалăх программине хутшăнса кăçал тата 670 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ: сцена маччине, залри урайне улăштарнă, алăксем, чÿречесем лартнă. Илемлĕ те хăтлă культура çуртĕнче концерт-спектакльсем кăтартнипе пĕрлех спорт мероприятийĕсем ирттересси те йăлана кĕнĕ.

– Çулсем иртнине пăхмасăр культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне хаваспах çÿретпĕр. Кунĕпе килте ларса ывăнса çитетĕн, каçхине урама уçăлма тухатпăр, скандинави мелĕпе утатпăр, эрнере икĕ кун Елчĕке бассейна шыва кĕме каятпăр. Çавăн пекех çамрăк чухнехи хастарлăха чакарас теместпĕр, чăваш халăх юррисене юрласа халăха савăнтарас тетпĕр, – теççĕ «Илем» фольклор ушкăнĕн хĕрарăмĕсем пĕр шухăшлăн.

«Илемсем» кăçал «халăх» ушкăнĕн ятне тивĕçрĕç те кăмăл-туйăмĕсем пушшех çĕкленÿллĕ. Ытларах чăваш, вырăс халăх юррисене шăрантарма кăмăллакансем районти уявсенче кăна мар, республика шайĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Юлашки виçĕ çулта кăна культура çурчĕ тĕрлĕ шайри конкурс-фестивальсенче 31 призлă вырăн йышăннă. Чăвашăн икĕ аркăллă кĕпи çине тĕрĕллĕ шурă саппун çакнă, тĕрĕллĕ тутăр çыхнă хĕрарăмсем чăн-чăн пирĕштисем пекех курăнаççĕ. Аваллăха упракан харсăрсем çаксем мар-и паян? Ушкăнта арçынсем пурри те кăмăла çĕклет.

Владимир Гурьевичăн ятарласа вĕреннĕ культура пĕлĕвĕ çук. Çавăнпа та вăл районти, республикăри семинарсенче пĕлĕвне анлăлатсах пырать, нумай вулать, çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăрать. Уйрăмах спектакльсенче выляма кăмăллать. Арçын сăнарĕсене артистран кая мар калăплать, чăвашла саккăрла çаптарса ташлать.

– Культработникăн чи пысăк тивĕçĕ – ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса вĕсен пушă вăхăтне интереслĕ те усăллă тăвас тесе тăрăшасси. Культура вучахне сÿнме парас марччĕ, – тет В.Доброхотов.

Алли маçтăртан çуртри юсав ĕçĕсене хăй тытса пурнăçлать, пĕччен тума май çуккисенче Альбина Емельянова культорганизатор пулăшу аллине тăсать. Иккĕшĕ кăна пурнăçлайман строительство ĕçĕсене вара ялти ăстасене йыхравлаççĕ. Пĕр сăмахра, туслă пурăнни нимеллĕ ĕçсен çитĕнĕвĕсенче палăрать те.

«Илем» фольклор ушкăнне Владимир Гурьевичăн мăшăрĕ Вера Васильевна çÿрени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хастар та вăр-вар хĕрарăм пур çĕре те ĕлкĕрет: «Илемсен» çĕнĕ тум çĕлетмелле-и, е пĕр-пĕр уява хатĕрленмелле – вăл упăшкин пĕрремĕш пулăшуçи, ăста çĕвĕçĕ те тупать, чăваш апат-çимĕçне те хатĕрлет.

…60 çул каялла çут тĕнчене килнĕ Владимир Доброхотов. Вырăскасси каччи ĕç стажне колхозникран пуçăннă. 18 çул тултарсан салтак тумне тăхăннă. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа таврăннă маттур йĕкĕте хула илĕртмен. Вăл пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарма тĕллев лартнă. Малтанах «Урожай» колхозра трактористра ĕçленĕ. Унтан ялти яшсемпе хĕрсен пурнăçĕнчен аякра тăман харсăр комсомолеца Çуткÿлти культура çурчĕн заведующине лартнă. Виçĕ çултан каллех тракторпа суха тунă. Тăван çĕр-аннемĕр çинче тăрăшасси яланах савăнăç кÿрет ăна.

Тăватă çултан мал ĕмĕтлĕ çамрăка тата пысăк яваплă ĕç шанса панă. «Заря» колхозăн сĕт-çу фермин заведующийĕн тилхепине тăватă çул тытса пынă вăл. 1991 çултан пуçласа 2007 çулччен Владимир Гурьевич «Заря» колхозăн тĕп агрономĕнче тăрăшнă. Шăпа ăна каллех культура сферине илсе çитернĕ. Вырăскассинчи культура çуртĕнче культорганизаторта вăй хунă, «Шанăç» халăх фольклор ушкăнне ертсе пынă. Икĕ çул хыççăн Çĕнĕ Пăва клубне шанса панă ăна. 2015 çулта культура çурчĕ «Чи лайăх клуб учрежденийĕ» ята тивĕçнĕ. Владимир Доброхотовăн нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă Хисеп тата Тав хучĕсем йышлă. 42 çул ĕç стажĕ пуçтарнă пултаруллă ĕçчене ял çыннисем район Пухăвĕн депутатне суйланă.

Владимир Гурьевич ырă кăмăллă. Пулăшу кирлĕ çынна яланах аллине тăсать. Калăпăр, А.Мясников фермера вырмара комбайнер кирлĕ. В.Доброхотов ÿркенмест, комбайн штурвалĕ умне ларать. Е тата кÿршĕ-аршăна стройкăра пулăшмалла – каллех тĕрлĕ енлĕ маçтăр ăсталăхĕпе палăрать
.
Ÿркенмен ăста пулнă тесе ахальтен каламаççĕ.

К.РОМАНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Доброхотов «Илем» ушкăнĕн хĕрĕсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code